Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри 5 хӗрарӑма, ниҫта та ӗҫлеменскерсене, укҫа парӗҫ. Патшалӑх вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫармашкӑн 250 пин тенкӗ уйӑрса парӗ.
5 хӗрарӑма 59-шар пин тенкӗ тивӗҫӗ. Палӑртмалла: ҫак патшалӑх программи ӗҫлемен халӑха пулӑшас, вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма шанчӑк парас тӗллевпе ӗҫлет. Кӑҫал кунашкал пулӑшӑва Чӑваш Енри 5 ҫынна пама йышӑннӑ.
Ку программӑпа 18 ҫултан аслӑрах, ниҫта та ӗҫлемен ҫынсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӗҫлев центрӗ чи малтан хӑйсен усламне уҫма палӑртнисене пулӑшать. Комисси бизнес-плана пӑхса тухса ырласан ӗҫлев центрӗпе килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ.
Швеци усламҫисем ҫитес вӑхӑтрах Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ, сыр туса илесшӗн тата хӑмла ӳстересшӗн, хӑма ҫуракан предприяти уҫасшӑн. Кун пирки вӗсем Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Ҫак пайтаҫӑсем Чӑваш Еншӗн ют ҫынсем мар, вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ 1,5 пин гектар ҫӗр ҫинче техника культури (рапс), тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсем туса илеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫав лаптӑка та вӗсем самай пысӑклатасшӑн: 4,5 гектара ҫитересшӗн.
Палӑртса хӑварар: Швеци бизнесменӗсем Раҫҫей сӗт тата сӗт юр-варӗ сутассипе тӗнче шайӗнче лидер пулма пултарнине каланӑ, хӑйсем те ҫак тытӑма инвестици хывма хатӗррине асӑннӑ.
«Эпӗ Раҫҫее нумай шведа илсе килнӗ. Вӗсем кунта пулнӑ хыҫҫӑн пурте Раҫҫей пирки шухӑша тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Вӗсем кунти халӑха килӗштереҫҫӗ, ҫӗршывпа киленеҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Хульт Кеннет.
Халӗ пахча сезонӗ вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Анчах Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнсе пурӑнакан Василий Кадиков халӗ те пахчара чакаланать.
Вӑл ешӗл пахча ҫимӗҫ ӳстерессипе услам тума шутланӑ. Василий Кадиков тӑпрана ӑшӑ япалапа хуплать. Кӗҫех унта симӗс сухан шӑтӗ.
Арҫын ҫак ӗҫе нумаях пулмасть пуҫӑннӑ. Унччен вӑл ӗҫ тупайман. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑй услам тума шутланӑ. Малтан бизнес-план хатӗрленӗ. Ӗҫе пуҫӑнаканскере патшалӑх 58 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Унпа вӑл теплица туяннӑ.
Халӗ Василий кашни ҫулах симӗс сухан, петрушка, укроп ӳстерет, ҫуркунне хӑяр лартать. Услам ҫемйине тӑрантармалӑх ҫитет тет вӑл.
Ешӗл пахча ҫимӗҫе вӑл юпа уйӑхӗнчен пуҫласа акачченех пухать. Ҫынсем туянаҫҫӗ. Ҫулла вӑл вӗсене сутмасть, теплицӑна юсать.
Василий Кадиков каланӑ тӑрӑх, сухан 16 градус ӑшӑра та лайӑх ӳсет. Теплицӑна вӑл газпа ӑшӑтать. Халӗ вӑл 40 сотка ҫӗр ҫинче ӳстерет. Ӑна пысӑклатасшӑн мар вӑл, ӗҫӗ капла та ҫитет.
Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ.
Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ.
Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать.
Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |