Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Эскетен

Республикӑра
pofoto.club сайтри сӑн
pofoto.club сайтри сӑн

Ҫӑлавҫӑсен Ҫӗмӗрле округӗнчи Эскетен ялӗнче хура ҫӗлене тытма тивнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче каҫ енне пӗр кил хуҫалӑхӗнче ҫӗлен шунине асӑрханӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра картишре ачасем вылянӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа ӑна татма ыйтнӑ.

Лешсем вырӑна ҫитсе ҫӗлене тупнӑ, ӑна тытса вӑрмана кайса янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Егоровсен аслашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳт юлашкисене шырав отрячӗ тупнӑ.

Егоровсем ӑна тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытарасшӑн. Анчах, ахӑртнех, ку ӗҫе вӗсен хӑйсен тума тивӗ.

Егоровсен аслашшӗ 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна фронта 1942 ҫулта илсе кайнӑ. Ҫав ҫулах вӑл ҫухални пирки хыпар килнӗ. Арӑмӗ Матрона тата ҫичӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӑл вӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.

Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳтне Ржев ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл кам иккенне капсула ӑшӗнчи хут тӑрӑх пӗлнӗ. Унта ун пирки ҫырни пулнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, шыравра тупнӑ салтаксен ӳтне пытарас енӗпе вырӑнти администрацин ӗҫлемелле. Апла тӑванӗсен вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1896
 

Ял хуҫалӑхӗ

Халӗ пахча сезонӗ вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Анчах Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнсе пурӑнакан Василий Кадиков халӗ те пахчара чакаланать.

Вӑл ешӗл пахча ҫимӗҫ ӳстерессипе услам тума шутланӑ. Василий Кадиков тӑпрана ӑшӑ япалапа хуплать. Кӗҫех унта симӗс сухан шӑтӗ.

Арҫын ҫак ӗҫе нумаях пулмасть пуҫӑннӑ. Унччен вӑл ӗҫ тупайман. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑй услам тума шутланӑ. Малтан бизнес-план хатӗрленӗ. Ӗҫе пуҫӑнаканскере патшалӑх 58 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Унпа вӑл теплица туяннӑ.

Халӗ Василий кашни ҫулах симӗс сухан, петрушка, укроп ӳстерет, ҫуркунне хӑяр лартать. Услам ҫемйине тӑрантармалӑх ҫитет тет вӑл.

Ешӗл пахча ҫимӗҫе вӑл юпа уйӑхӗнчен пуҫласа акачченех пухать. Ҫынсем туянаҫҫӗ. Ҫулла вӑл вӗсене сутмасть, теплицӑна юсать.

Василий Кадиков каланӑ тӑрӑх, сухан 16 градус ӑшӑра та лайӑх ӳсет. Теплицӑна вӑл газпа ӑшӑтать. Халӗ вӑл 40 сотка ҫӗр ҫинче ӳстерет. Ӑна пысӑклатасшӑн мар вӑл, ӗҫӗ капла та ҫитет.

 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑҫлӑлӑхӗсен интитутӗнче ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче археологи ӗҫне тума ирӗк илнӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ял тӑрӑхне кӗрекен Эскетен ял ҫыннисем авалхи тимӗр ӗмӗрӗнчи Холаҫӳч лаптӑкне хӑт кӗртме пуҫларӗҫ.

Ҫӗртмен 27-мӗшӗ ҫанталӑк шӑрӑх тӑчӗ пулин те Якуртушкӑнь шкулӗнче вӗренекен ачасем хулаш вырӑнне хӑт кӗртме тухрӗҫ. Федоров Михаил (10 класс), унӑн шӑллӗсем Сергейпа (8 класс) Владимир (8 класс), ҫавӑн пекех Улисов Антон (9 класс), Кульев Владимир (8 класс) тата Ефатеров Иван (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкулта 10 класра вӗренет) кун хушшинче картлашкасем туса тухма тӗллев лартрӗҫ. Ӗҫе вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Анатолий Пояндаев ертсе пычӗ. Ачасем кун хушшинче Кармал шывӗ урлӑ хыр шӑччисене усӑ курса 12 метр вӑрӑмӑш каҫӑ хатӗрлерӗҫ, картлашкасем туса хӑварчӗҫ.

 

Холаҫуч археологи эскерӗ (объекчӗ) 2006 ҫултанпа республика шайӗнче археологи палӑкӗ пек упранать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 18

1893
132
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
114
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
5
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ