Егоровсен аслашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳт юлашкисене шырав отрячӗ тупнӑ.
Егоровсем ӑна тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытарасшӑн. Анчах, ахӑртнех, ку ӗҫе вӗсен хӑйсен тума тивӗ.
Егоровсен аслашшӗ 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна фронта 1942 ҫулта илсе кайнӑ. Ҫав ҫулах вӑл ҫухални пирки хыпар килнӗ. Арӑмӗ Матрона тата ҫичӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӑл вӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.
Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳтне Ржев ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл кам иккенне капсула ӑшӗнчи хут тӑрӑх пӗлнӗ. Унта ун пирки ҫырни пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, шыравра тупнӑ салтаксен ӳтне пытарас енӗпе вырӑнти администрацин ӗҫлемелле. Апла тӑванӗсен вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла.