Спорт
![]()
Шупашкарта сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ проект старт илет. Ута уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» пуҫланать. Йӑлтах тӳлевсӗр. Эппин, унта кирек кам та килме пултарать. Уҫӑ сывлӑшри хусканӑва спорт аэробики енӗпе спорт мастерӗ, «Два брата» акробатика тата цирк ӳнерӗн шкулӗн тренерӗ Юрий Овчинников ертсе пырӗ. Лакрей вӑрманӗ кашни шӑмат кун ирхи 10 сехетре пурне те чӗнет. Унччен маларах тӳпе айӗнче спорт занятийӗсене ирттерме тренерсен тата фитнес инструкторсен ушкӑнӗ сӗннӗ. Пуҫарӑва – «Уҫӑ сывлӑшри йога» проекта – Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыко ырланӑ. Ку проект иртнӗ эрнере А.Николаев паркӗнче старт илнӗ. Ӑна кашни шӑматкун 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ирттереҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ. ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ. Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 100 ҫулхи Решида Азизова Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтра пурӑнакан Решида Азизована пӗр ӗмӗрхи юбилей ячӗпе ҫичӗ мӑнукӗпе мӑнукӗсен ҫичӗ ачи кӗлчечек ӳкернӗ ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ. Кинеми – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗн мӑшӑрӗ, тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл тӑхӑр ҫул кӑна пурӑнса юлнӑ. Икӗ ывӑл ҫуратнӑ. 1943 ҫулта унӑн упӑшки Бедертдин вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗсенчен пӗри 36-ра вилнӗ, тепри – 62-ре. Кинемей халӗ икӗ мӑнукӗпе пурӑнать. Пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ кинемейӗн йӑмӑкӗсем те унпа пӗр ялтах пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫитес ҫул 90 ҫул тултарать, тепри – 80-ра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 100 тенкӗлӗх купюра ҫинче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Либерал демократсен партийӗн пайташӗ Роман Худяков порнографи сӗмӗ асӑрханӑ. Ҫак шухӑша палӑртнӑ ҫырӑва вӑл Тӗп банкӑн пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина патне янӑ. Парламентари шучӗпе хут укҫа ҫинче Мускаври Пысӑк театрӑн ҫивитти ҫинче тӑракан Аполлон «ӳчӗн интимлӑ вырӑнӗсем» сӑнланнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кун пек купюрӑн «18+» паллӑ пулмалла. Купюра ӑслӑлӑх хаклӑхӗ те, историлле реликви те шутланмасть. Апла тӑк ун пек ӳкерчӗклӗ укҫа ҫӳрени йӗркеллӗ мар. Ҫитменнине, вун саккӑра ҫитменнисем те ку укҫана час-часах алла илеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен депутат. Аполлон вырӑнне, сӑмахран, Севастополе кӑтартма пулать – вӑл мӗн тесен те паттӑр-хула. Стратеги тӗлӗшӗнчен те Севастополь пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртнӑ иккен Худяков. 100 тенкӗлӗх купюрӑра порнографи сӗмӗ пуррипе ҫукки пирки тӗрлӗрен шухӑшлакансем пур. Раҫҫейӗн Медицина ӑслӑлӑхӗсен академийӗн профессорӗ Ирина Рапопорт ачасен ар воспитанине виҫӗ ҫултан пуҫламаллине палӑртнӑ май, 100 тенкӗлӗх укҫа ҫинче хӗрача Аполлон сӑнне курнинче тем хӑрушши ҫук тесе шухӑшлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗкӗ пулӑ Ыран Атӑла черетлӗ хутчен вӗтӗ пулӑ ярӗҫ. Хальхинче – осетр йышши паха пулӑ, ҫӗкӗ, 15 пин штук. Ку вӑл Шупашкар шыв управҫине пулӑпа пулӑхлатма иртерекен экологи акцийӗ пулӗ. Вӗт пулла виҫӗ уйӑх хушши ӳстернӗ, ятарлӑ комбикормпа тӑрантарнӑ. Юлашки вунӑ кунне ҫӗкӗне Атӑлти шыв температурине хӑнӑхтарнӑ тесе хула мэрийӗнче пӗлтернӗ. 15 пин ҫӗкӗне Йӑлӑмри Октябрьски поселокра ярӗҫ. Ҫакна тума «Атӑл» ача-пӑча уйлӑхӗнче канакансене шанӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хальлӗхе велоҫулсем нумай мар. Вӗсенчен пӗри заливра вырнаҫнӑ, тепри — Етӗрне шоссипе ҫуммӑн. Халӗ тата Президент бульварӗпе юнашар велоҫул йӗркеленӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «хальхи велоинфраструктурӑн пӗрремӗш «чӗкеҫӗ» тесе палӑртнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 241 метр иккен. Ҫула ятарлӑ паллӑсемпех кӑтартнӑ. Маутинбайкерсемпе велосипедпа ярӑнма юратакансем унӑн пахалӑхне халех пысӑка хурса хаклани пирки ӗнентерет республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата ҫӗнӗ велоҫулсем уҫӑлмалла. Пӗтӗмпе вӗсен тӑршшӗ 7 ҫухрӑм ытла пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарасси «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Укҫа ҫӗнсе илессишӗн тупӑшса вӗрентекенсем хӑйсен тӗп тӗллевне – ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессине тата воспитани парассине – манаҫҫӗ текен шухӑш та пур-ха халӑхра. Ҫапах та хавхалантарни тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистессе шанас килет. Кӑҫал 21 муниципалитетри 65 вӗрентекен укҫана илессишӗн конкурса хутшӑнвӗсенчен вуннӑшне укҫан премипе хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш гимназире вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Горашова, Шупашкарти 10-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Григорьева, Елчӗкри вӑтам шкулти физикҫӑ Алексей Данилов, Куславккари 3-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Валентина Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри биолог Надежда Захарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Марина Картозия, Шупашкарти 4-мӗш лицейри химик Евгения Лаптева, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти географи тата экономика учителӗ Елена Павлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри биолог Лариса Тихонова, Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри историпе экономика учителӗ Тамара Тренюшева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Эткер" уйлӑх ачисем Ачасен «Вӑрман юмахӗ» санаторийӗнче тулай чӑваш ачисен "Эткер" уйлӑхӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ.
"Унта Пушкӑртстан, Тутарстан республикисенчен, Ӑренпур, Чӗмпӗр, Самара, Саратов, Пенза, Тюмень облаҫӗсенчен, Мускав хулинчен, Белорусь ҫӗршывӗнчен килсе ҫитнӗ маттур шкул ачисем тата Чӑваш Республикин тӗрлӗ конкурс, фестиваль ҫӗнтерӳҫисем санаторинче тулли кӑмӑлпа канаҫҫӗ", - тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви.
Нуаях пулмасть ачасем Шупашкарта хӑнара пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулин урамӗсемпе утса киленнӗ, Наци музейӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Шупашкар Арбатӗнче вырнаҫнӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлакан чул ҫине алӑ хурса, куҫ хупса малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ. Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнни те ачасен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Ачасем валли ытти кӑсӑк программа хатӗрленӗ. Уйлӑхрием поэтсемпе тата писательсемпе, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсемпе, халӑхӑмӑрӑн ал ӑстисемпе, паллӑ спортсменсемпе тата республикӑмӑрӑн ытти паллӑ ҫыннипе тӗл пулнӑ, экскурсисене ҫӳренӗ.Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ. Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |