Паян «Елена» пасарта ҫулӑм алхаснӑран ҫур хула «пӑкӑпа» тулнӑ, чылай ҫын кирлӗ ҫӗре питӗ кая юлса ҫитнӗ.
Пушар ирхи 7 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Малтанах тавар контейнерӗсем ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Пасарта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыннӑнах ултӑ контейнер ҫунса кайнӑ. Унта пралук, лак, сӑрӑ сутнӑ вӑл. Тӗнче тетелӗнче хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнерсен ҫав хуҫине васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ имӗш вӑл.
Пасар ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кайран обой сутӑнакан палаткӑна куҫнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ.
Пасарта ӗҫлекенсен пӗри тӗнче тетелӗнчи хыпар айне комментари хӑварнӑ: «Ҫак пасарта ӗҫлетӗп. Хуҫи ирех килчӗ. Контейнера уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ те кофе е чей илме кайрӗ. Унтан килсен иккӗмӗш контейнерне уҫрӗ, унтан ҫулӑм тӑрук тухрӗ. Ахӑртнех, пралука пула пушар тухнӑ».
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав хуҫа пульницӑра мар, ӑна пасар администрацийӗнче курнӑ.
Пушара 10 сехет тӗлне ҫеҫ сӳнтернӗ.