Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар: Халап ҫурални» фильма ӳкермешкӗн кастинг иртӗ.

Ҫӗнӗ фильм авторӗсем — «Чӑвашфильм» киностудин «Обочина» фильма ӳкерекенсем. Фильм Сувар хула пирки пулнине ӑнкарма йывӑр мар.

Картина Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи ҫапӑҫусене ҫутатӗ. Сценари хатӗр теме те пулать. Халӗ ӳкерӳ валли хатӗрленеҫҫӗ, авторсен йышне палӑртаҫҫӗ.

Кастинг «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пыма пултараҫҫӗ. Фильма ӳкермешкӗн 3 ҫултан аслӑрах ачасем те кирлӗ.

Кастинг утӑн 25-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71881
 

Культура «Валинкке» ушкӑн
«Валинкке» ушкӑн

Элӗкри «Валинкке» халӑх фольклор ансамблӗ Геннадий Заволокин ячӗллӗ «Выля, купӑс» Пӗтӗм тӗнчери III фестивале хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 3–13-мӗшӗсенче Новосибирск тата Новосибирск облаҫӗнче иртнӗ.

Икӗ ҫулта пӗрре иртекен мероприяти тӗнче шайне тухма ӗлкӗрнӗ. Хальхинче унта хамӑр ҫӗршыври 70 регионӗнчен тата Германирен, Америкӑран, Израильтен, Украинӑран, Белоруҫран, Казахстанран килсе ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнма 278 заявка тӑратнӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри тепӗр ушкӑн та пулнӑ. Ку вӑл — Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ. «Валинкке» пирки каласан, фестивальте ушкӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ Элӗк район администрацийӗнче.

Конкурс ирттернисӗр пуҫне фестивале хутшӑннисене «Выля, купӑс» телекӑларӑм валли те ӳкернӗ.

«Валинкке» ушкӑн фестивальтен лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Ансамблӗн солисчӗсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова фестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ.

Сӑнсем (46)

 

Хулара Михаил Игнатьев Элтепер ватӑпа ватӑ пек
Михаил Игнатьев Элтепер ватӑпа ватӑ пек

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш.

Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ.

Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулнӑ. Шӑп ҫак вӑхӑтра «01» пульт ҫине пушар тухни пирки пӗлтернӗ.

Ҫӗньялта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑмӑн йывӑҫ сарайӗ ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтермешкӗн 2 сехет ытла кирлӗ пулнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма юнашарти ҫуртсене тата «тимӗр урхамаха» куҫма паман. Анчах сарай тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара 25 кролик пулнӑ. Вӗсем тата 11 тюк ута ҫунса кайнӑ.

Халӗ пушар тухнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Чӑваш Енре утӑн 18-24-мӗшӗсенче инновацисемпе нанотехнологисен «Наноград-Ч» ҫуллахи шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗн ҫумӗнче (Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ) иртӗ.

Ҫуллахи шкулта 200 ытла ҫын вӗренӗ. Кашни кун кружоксем ӗҫлӗҫ. «Роснано» проект команийӗсем ятарлӑ задачӑсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене ачасен вӗренмелле, смена вӗҫӗнче тупсӑмӗпе паллаштармалла. Унтан ҫуллахи шкулта вӗреннӗ ачасем «Роснано» предприятийӗсене ҫитӗҫ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашӗҫ.

Ҫуллахи шкулта пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗлпулу иртӗ. Кунсӑр пуҫне «Наноград-Ч» шкулта Раҫҫейри паллӑ ӑсчахсем, топ-менеджерсем, ертсе пыракан специалистсем лекци вулӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Мускав патшалӑх университетӗнчи факультет деканӗ Евгений Гудилин, Сергей Ляпунов топ-менеджер, «Роснано» элчисем, Чӑваш Енри аслӑ шкулсен тата наноиндустри предприятийӗсен вӗрентекенӗсем.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта старостӑсен районти слечӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ.

Слетра тухса калаҫакансем старостӑсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсем халӑхра хисеплӗ ҫынсем тесе палӑртнӑ. Ҫавсем ял ҫыннисемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем патне «кӗпер» хывакансем, хӑйсен тивӗҫне чунтан пурнӑҫлакансем ӗҫе кӑмӑлтан пурнӑҫлаҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен, сӑмахран, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев.

Кукашни ял тӑрӑхне кӗрекен Макаҫкасси старости Е.М. Федоров, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ҫичӗпӳрт старости В.Н. Кузьмин тата ыттисем хӑйсен ӗҫне епле йӗркеленипе паллаштарнӑ.

Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен старостӑсен институчӗн ӗҫ-хӗлне активлатмаллине палӑртнӑ. С.А. Николаев старостӑсен слечӗсем ытти районта та иртнине асӑнса хӑварнӑ май республикӑра та ун йышши мероприятие йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.

Сӑнсем (40)

 

Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш пичечӗ» «Ирӗклӗх» общество пуҫарнӑ чӑваш чӗлхи акцине хутшӑннӑ.

Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» хастарӗсем Шупашкарта клиентсемпе ӗҫлекен организацисене «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырнӑ хутсем ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Ку обществӑра чӑвашла калаҫассине сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем.

Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» «Чӑваш пичетне» акцине хутшӑнма чӗнсе ҫыру янӑ. Предприятин тӗп деректорӗ Станислав Александров-Убасси сӗнӗве йышӑннӑ. Анчах «Чӑваш пичечӗ» текста кӑштах улӑштарнӑ: «Кунта чӑвашла та ыйтма пултаратӑр».

«Ирӗклӗх» хатӗрленӗ ҫыпӑҫтаркӑчсем Шупашкарти тата республикӑри киосксенче иртнӗ эрнере курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене сутуҫӑсем чӑвашла пӗлекен киосксенче ҫеҫ ҫыпӑҫтарнӑ.

«Ирӗклӗх» пуҫарнӑ акципе килӗшӳллӗн хальлӗхе 300 ытла ҫыпӑҫтаркӑч вырӑн тупнӑ. Ҫитес вӑхӑтра организаци республикӑри ытти предприятие ҫыру яма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Етӗрнери тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗсем, «Ҫӑкӑр», «Букет Чувашии», «Акконд», «Смак» АУОсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1912.html
 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.

Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.

Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.

 

Спорт

Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ.

Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре малашне ветеринарсем те професси уявне паллӑ тума тытӑнӗҫ. Хӑҫан? Ҫурлан 31-мӗшӗнче.

2014 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче РФ Юстици министерстви РФ Ял хуҫалӑх министерствин хушӑвне регистрациленӗ. Вӑл — «Професси уявне йышӑнасси ҫинчен — Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ» хушу. Унта палӑртнӑ пекех уява ҫурлан 31-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ.

Халӗ патшалӑх ветеринари службинче 100 пин ытла специалист тӑрӑшать. Аса илтерни те вырӑнлӑ-тӑр: пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре ветеринарсен йышне 20 процент чакарасси, юлнисен ӗҫ укҫине ӳстересси пирки сӑмах хускатнӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3280, 3281, 3282, 3283, 3284, 3285, 3286, 3287, 3288, 3289, [3290], 3291, 3292, 3293, 3294, 3295, 3296, 3297, 3298, 3299, 3300, ... 3891
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 12

1912
113
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
44
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...