Шкулти пек парта хушшине лартсах, алла ручкӑпа тетрадь тыттарсах ирттермен-ха ӑна. Анчах пенси ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма тесе пухнӑ мероприятие РФ Пенси фончӗн Шупашкар районӗнчи управленийӗ урок тесех хаклать. Унта тимлекенсем каласа кӑтартнине итлекенсем (фондӑн управленийӗнче ӗҫлекенсем ӗнер Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта пулнӑ) те урок вырӑннех йышӑннӑ.
Центрта вӑй хуракансемпе управленин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Эдуард Филиппов ирттернӗ.
Эдурад Геннадьевич ҫӗршыври пенси тытӑмӗ тата пулас пенси епле пухӑнса пыни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пенсие шутласа парас йӗрке улшӑннӑ. Вӑл миҫе балл пухнинчен килӗ. Ҫакӑ ӗҫлекен пенсионерсене те пырса тивет. Пулас пенси виҫине пӗлме Пенси фончӗн калькуляторӗпе шутласа кӑларма пулать. Ун валли асӑннӑ тытӑмӑн тӗнче тетелӗнчи «Страхланнӑ ҫыннӑн уйрӑм пӳлӗмне» кӗмелле.