Культура
![]() Вӑрмарти канупа культура центрӗ «Выля, хуткупӑс,янра, такмак!» район фестивальне 5-мӗш ҫул ирттерет. Кӑҫал 50 ҫын хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫак кун Вӑрмар районӗнчи чи лайӑх ушкӑнсем юрланӑ, такмак каланӑ. Фестиваль вӗҫленсен чи маттуррисене Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн, общество организаийӗн, Раҫҫей пинсионерӗсен союзӗн дипломӗсене панӑ. «Чи лайӑх хуткупӑсҫӑ» ята Пысӑк Енккассинчи Николай тата Владимир Гавриловсем тивӗҫнӗ. Кӗтеснерти Маргарита Андреева «Чи лайӑх такмакҫӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. «Чи ҫамрӑкки» номинацире «Капельки» ташӑ ушкӑнӗнчи солистка мала тухнӑ. Жюрин ятарлӑ парнине «Сарнар» халӑх фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре экологи уйӑхӗ малалла пырать. Иртнӗ канмалли кунсенче хулара пурӑнакансем парксене тасатма тухнӑ. Мӗн тӗлӗнмелли, ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап сахал мар хӑвараҫҫӗ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче ав 2 сехетре 24 кубла метр ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Вӑл 3 КамАЗа вырнаҫнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Блогерсем — ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци тӑваттӑмӗш ҫул иртет. Ӑна Сергей Доля блогер пуҫарнӑ. Чи кӑсӑкли — пӗрремӗш ҫул ҫӳп-ҫап питӗ нумай пулнӑ. Кӑҫал кӑштах чакнӑ. Культура керменӗнчи вӑрмана тасатмашкӑн 300 яхӑн ҫын пынӑ. Вӗсем — студентсем, шкул ачисем, предприяти ӗҫченӗсем. Пӗтӗмпе вӗсем 6 тонна ҫӳп-ҫап пухнӑ. Чи асли 72 ҫулта пулнӑ. Акци тӑваттӑмӗш ҫул иртет пулин те ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварма пӑрахмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсенчи тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тишкерессипе ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ. Михаил Васильевич тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ муниципалитетсене хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫлама пулӑшмалла тата вӗсен ӗҫне чӑрмав кӳмелле мар тесе палӑртнӑ. Унтан хӑш орган миҫе хутчен тӗрӗсленине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен кӑҫал ытларах тӗрӗсленӗ пулать, хӑш чухне тӗрӗслевсем пӗр килни те пулнӑ имӗш. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑнӑн 17–19-мӗшӗсенче Улатӑрта сусӑрсен «Пурӑнас тесе» регионсен хушшинчи ыркӑмӑллӑхпа культура фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн хулара куҫ курманнисем тата япӑх куракансем валли вулавӑш уҫнӑ. Кунашкалли республикӑра урӑх ҫук. Фестивалӗн юлашки кунӗнче гала-концерт иртнӗ. Пантелеимон епископ каланӑ тӑрӑх, фестиваль сусӑрсене пултарулӑхне кӑтартма май парать. Фестиваль хӑнисене Федор епископ саламланӑ. Вӑл сусӑрсемпе ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов каланӑ тӑрӑх, патшалӑх сусӑрсем валли чылай ӗҫ тӑвать. Анчах ку фестиваль вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пултарулӑха атлантарма кӑна мар, пурӑнма та хистет. 5 ҫулта фестиваль Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи, Раҫҫейри 17 регионти ҫӗр-ҫӗр ҫынна пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи нумайӑшне пӑшӑрхантарть. Ун тавра чылайӑшӗ калаҫать, тавлашать… Пурте ҫак ыйтӑва уҫӑмлатасса кӗтеҫҫӗ. Паян, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртри ҫынсемпе пуху ирттернӗ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ Петров 9-мӗш урамӗнчи ҫурт пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ-мӗн. Ҫавна май строительсем ҫитес вӑхӑтра ҫуртӑн пӗрремӗш подъездне аркатма тытӑнӗҫ. Кун хыҫҫӑн 2-мӗшпе 3-мӗш подъездсен шӑпине татса парӗҫ. Алексей Ладыков Чӑваш Ен авариллӗ ҫуртрисене сертификат партармашкӑн кирлӗ ҫӗре ыйтупа тухнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫурта тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмланӗ-мӗн. Хальлӗхе ҫав ҫуртри ҫынсем Г.Лебедев ячӗллӗ лицейӗн авариллӗ ҫуртне куҫнине унччен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Юнтапари шкул Юлашки ҫулсенче ҫул-йӗр ҫинче инкек шучӗ ӳсни вӑрттӑнлӑх маррине пӗлтернӗ май Элӗк район хаҫачӗ аварисем транспортӑн пысӑк магистралӗсенче мар, пӗчӗк ҫулсем ҫинче, чарӑнусем ҫывӑхӗнче пулса иртнине хыпарлать. Асӑннӑ районти Юнтапа вӑтам шкулӗ федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ. Вӗренекенсен кулленех ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме тивет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче тӑтӑшах право сехечӗсем иртеҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫамрӑк инспекторӗ» кружок темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет иккен. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче пӗлӳ илекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтрах ӑна директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Елена Александрова ертсе пынӑ пулсан, халӗ ӑна ачасене тракторпа тата ҫӑмӑл машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан Виталий Максимова шаннӑ. «Пулас инспекторсем тӑтӑшах ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе курнӑҫаҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ. Чи кӗҫӗннисемпе ҫул ҫинче хамӑра мӗнле тытмаллине вӑйӑ урлӑ вӗренетпӗр. Ӳкерчӗксен конкурсӗсене ирттеретпӗр, пӗчӗк калавсем ҫыратпӑр, ҫул ҫинче сиксе тухма пултаракан тӗрлӗ саманта тишкеретпӗр», — каласа панӑ педагог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пулас корт Нумай пулмасть «Наша версия: Марий Эл, Чувашия» хаҫатра (тӗп редактор тивӗҫӗсене А.Б. Белов тӑвать) Николай Фёдоров Шупашкара килсе кайнӑ хыҫҫӑн теннис кортне епле хаклани пирки статья тухнӑ. «Александр Белов» псевдонимпа тухнӑ статьяра пулас корта вырӑнтисем сарӑ-кӑвак тӗссене пула «бандеровски» тесе ят панӑ имӗш. Ҫыракан шухӑшӗпе Раҫҫей тӑрӑхӗн тӗп хулинче унашкал тӗссене (автор «жовто-блакитный» палӑрткӑчпа усӑ курнӑ) суйлани тӗлӗнтерме кӑна пултарать иккен. Ку статья хӑш-пӗр ҫынсен кӑмалне кайман, Роскомнадзора темиҫе шалӑп ҫырса янӑ — материалта Украина ялавӗнчен тата халӑхӗнчен мӑшкӑланӑ тесе. Анчах федераци тӳри-шарисем унта нимӗнле йӗрке пӑснине те тупайман. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей ялавӗ пирки ҫеҫ, вырӑссем пирки кӑна машкӑлласа ҫырма юрамасть пулӗ-ши? Роскомнадзорӑн йышӑнӑвне хирӗҫлесе тата темиҫе шалӑп ҫырнӑ тет. Вӗсене хальлӗхе татса парайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ поселокӗ ял уявне пухӑннӑ. Мероприятие «Шуҫӑм» ансамбль уҫнӑ. Концертра Ольга Николаева, Нина Владимирова, Надежда Мартынова, «Вдохновение» ансамбль юррисем янӑранӑ. Ҫӗнӗ поселок — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Вӑл вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта 34 кил, 85 ҫын пурӑнать. Поселок вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса кайнӑ. 1957 ҫулта кирпӗч заводне хута янӑ. 1968 ҫултанпа Канаш хулинче 9-мӗш класра вӗренекенсем вӑрманта палаткӑсенче пурӑннӑ, кирпӗч цехӗнче практика тухнӑ. Анчах Совет Союзӗ арканма тытӑнсан завод хупӑннӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Александр Макаров халӑха хӑйӗн юррисемпе савӑнтарнӑ. Ташӑ каҫӗ ирччен тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта ОРВИпе чирлисен йышӗ ӳссех пырать. Пӗр эрнере, авӑнӑн 15-21-мӗшӗсенче, ОРВИпе чирлӗ 4131 ҫынна палӑртнӑ. Ку 10 пин ҫын ҫине 86,9 тӗслӗхпе танлашать. Ку кӑтарту иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 1,6 хут нумайрах. Анчах пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 10,6 процент сахалрах. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, гриппа чирлисене тупса палӑртман. 17 ҫула ҫитмен ачасен хушшинче ОРВИпе 75,7 проценчӗ чирлет. Пӗр эрнере сиплевпе профилактика учрежденисене 82 ҫынна госпитализациленӗ. Вӗсенчен 64,6 проценчӗ — 2 ҫул тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла. Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |