Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ятарлӑ 1-мӗш шкулта технологи предметне ертсе пыракан Сергей Григрьев чӑн-чӑн паттӑрла ӗҫ тунӑ. Вӑл «Волжские зори» санаторире каннӑ чухне бассейнра путакан хӗрарӑма ҫӑлнӑ.
Сергей Григорьев каланӑ тӑрӑх, кӑнтӑрла вӗсем бассейнра шыва кӗнӗ. Унччен те пулмасть — вӑл шывпа чыхӑнакан хӗрарӑма курнӑ. Ӑна никам та асӑрхаман. Пурте вӑл ҫапла ахаль кӑна хӑтланать тесе шухӑшланӑ.
Арҫын ун патне пырса шывран тухма пулӑшнӑ. Кӑштахран Хусан хӗрарӑмӗ Сергея тав тунӑ.
Ун чухне Сергей Григорьева Хисеп хучӗпе чысланӑ. Ҫак кунсенче вара ӑна патшалӑх наградине панӑ — «Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн» медаль.