Ӳнер
![]() Геннадий Айхи Айхи фончӗ тата Шупашкарти «ГолосА» поэзи фестивалӗн кураторӗсем А сасӑ кунӗн акцине хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫурлан 21-мӗшӗнче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫак кун 17 сехетре Айхин чи кӗске сӑввине — «Спокойствие гласного» (унта А сасӑ ҫеҫ пур) вулӗҫ. Акцие темиҫе мелпе хутшӑнма май пур. Чи ансатти — А сасса калани. Ӑна юлташсемпе, кӳршӗсемпе те калама май пур. Виҫҫӗмӗш мел: А сасса каланине видео ӳкермелле те халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑна кӑларса хумалла е a.sound.day@gmail.com электронлӑ адреспа ямалла. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку акци тӗнчери ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Ҫурлан 21-мӗшне пӗтӗм тӗнчери А сасӑ кунӗ тума та палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ «зебра» Шупашкарти «йӑрӑм ҫулсене» («зебрӑсене») ҫӗнӗ технологипе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ. Шурӑскер малашне сарӑ пулӗ. «Зебрӑн» тӗсӗ кӑна мар, материалӗ те улшӑнӗ. Унччен усӑ курнӑ сӑрӑ вырӑнне термо- тата сивӗ пластикпа усӑ курӗҫ. Вӑл ҫанталӑк тӑрук улшӑннине лайӑх чӑтать. Ку кӑна мар. Ҫак материалӑн 30% — кантӑк хӑмпӑсем. Ҫакна пула вӑл «тимӗр урхамахӑн» фара ҫутипе йӑлтӑртама тытӑнать. Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса 50 «йӑрӑм ҫула» улӑштарма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку сӑнав. Ҫӗнӗ технологи ҫирӗплӗхне хӗлле тӗрӗслеме май пулӗ. Ун чухне ҫанталӑк сивӗ, «тимӗр урхамахсем» те шинисене улӑштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() liveangarsk.ru сайтри сӑн Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла. «Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ. Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Татьяна Ежова Паян Улатӑр хула Депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Черетсӗр пухӑнма хистенин сӑлтавӗ — Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна килтен тухса ҫӳреме чарнипе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова ҫине тиенӗ. Ку ӗҫе вӑл паянтан пурнӑҫлама кӳлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Светлана Горланова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шукакасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Горланова хӑйӗн пахчине чӑн-чӑн асамлӑха ҫавӑрнӑ. Унта — чечек клумбисем, мультфильм сӑнарӗсем. Купӑста, хӑяр, помидор, иҫӗм ҫырли тухӑҫлӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ кӑна мар, пахчана илем те кӳрет. Шыв тултармалли пичке те питӗ капӑр. Пӳрт чӳречисем ҫинче — сӑпсасем, чечексем. Унтах — мультфильм сӑнарӗсем. Светлана Горлановӑн пахчана хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ун чухне ӑна ҫакнашкал илемлетмешкӗн шухӑш ҫуралнӑ та. Светлана каланӑ тӑрӑх, шухӑшсем хӑйсемех килеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗр япалана тӗнче тетелӗнче шыраса тупать. Пахчара бассейн та пур. Светлана 1 метр тарӑнӑш шӑтӑка хӑйех чавнӑ, ун тавра чечексем лартнӑ. Паллах, ҫак ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ Юрий, ачисем пулӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (32) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ку журнала кам кӑларассине кӑтартман та, анчах паянтан Чӑваш Енре тепӗр ҫӗнӗ журнал официаллӑ майпа регистрациленӗ. Кун пирки Роскомнадзор хыпарлать. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ — «Панулми». Вӑл — ачасен журналӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кун ҫути кӑтартӗҫ. Паянхи куна Чӑваш Енре 185 массӑллӑ информаци хатӗрне шута илнӗ. Вӑл шутран 148-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем. 148-тан 103-шӗ хаҫат, 39-шӗ журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 3 сборник, 1 каталог. Электрон МИХсем — 35. Кунта 3 телекӑларӑм кӗрет, 14 телеканал, 1 электрон периодика кӑларӑмӗ кӗрет. Кунсӑр пуҫне 2 информаци агентствине регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Марискин Ҫак кунсенче Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина тытса чарнӑччӗ — вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 58 ҫулхи чиновник патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курса хӑйне валли ырлӑх тупнӑ имӗш. Ӗнер Михаил Марискина килтен тухмалла мар хупса хунӑ — хӑйӗн хваттерӗнчен вӑл следстви тӗлӗшӗпе кӑна тухайрать. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 2011 ҫулта Михаил Марискин патшалӑх пурлӑхӗн 3 ҫӗр лаптӑкне (3 пин тӑваткал метр ытла) аукцион тавраш ирттермесӗр хӑйӗн пӗлӗшӗсене тара панӑ пулать. Хакӗ те ытла пӗчӗк пулнӑ — пурӗ те 14–30 тенкӗ ҫеҫ. Ку вӑл ытти чухнехинчен 1–2,5 пин хут пӗчӗкрех имӗш. Унсӑр пуҫне тара илекенсене каярахпа ҫӗре туянма та майсем туса панӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр ӗҫре ӑна пула 500 пинлӗ аренда укҫи хыснана лекмен пулать. Пӗтӗмӗшле вара Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне хыснана 3,5 миллион тенкӗ тӑкак кӳнишӗн айӑплаҫҫӗ. Михаил Марискин Улатӑр администрацийӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет, 2005 ҫултанпа — администраци ертӳҫи. 2013 ҫулхи кӑтартусене пӑхсан хула мэрийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх промышленноҫ ҫаврӑнӑшӗ 21,6% ӳснӗ, хулана 1 миллиард тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ хывтарма пултарнӑ, суту-илӳ 17,3% ӳснӗ, ӗҫ укҫи 18,6% хӑпарнӑ, тӗрлӗ шайри хыснана 7,2% ытларах налук пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» республикӑри конкурсне ирттерет. Ӑна наци музыка ӳнерне упраса хӑварас, наци тематикине ҫутатакан хайлавсене анлӑлатас, вӗренекенсене профессилле наци музыкипе ҫывӑхлатас тесе ирттернине пӗлтереҫҫӗ. Конкурса «Фортепиано (соло)», «Халӑх инструменчӗ (соло), «Академи вокалӗ (соло)», «Пӗтӗмӗшле фортепиано (соло)», «Хорпа юрласси» номинацисемпе йӗркелемелле. Унта ҫула кура тӑватӑ ушкӑнпа тупӑштарӗҫ: 7–9 ҫулхисем, 10–13-рисем, 14–17-рисем, 18 ҫултан аслӑраххисем. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисен чӑваш композиторӗсен тӗрлӗ хайлавне шӑрантарма май пулӗ. Хутшӑнакансене темиҫе номинаципе те тупӑшма ирӗк парӗҫ. «Шуҫӑма» хутшӑнас тесен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ыйтса ҫырмалла. Ыйтусем сиксе тухсан Надежда Владимировна Гайбурова 8(937)016-35-16 номерпе шӑнкӑравламалла е nadezhdagaj@gmail.com электрон адреспа ҫыру ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 18–27-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртнӗ Ҫурҫӗр Каролинӑра иртнӗ фольклор фестивальне хутшӑннӑ. «Фолкмут США 2014» фестивале вӑл Чӑваш Ен ятне кӑна мар, Раҫҫее те кӑтартнӑ. Чӑваш Ен коллективӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннине професси ӳсӗмӗ тата тӗнче культуринчи пуян опытпа паллашмалли пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хаклать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче паллӑ. Вӑл Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине те тивӗҫнӗ вӑл. Хӑйӗн 85 ҫулхи ӗмӗрӗнче вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитнӗ. Вӑл пулман республика юлман-мӗн. Юлашки 30 ҫулта ансамбль чикӗ леш енне те гастрольсемпе тухса ҫӳрет. Вӑл Европӑри, Азири, Африкӑри 10 ытла ҫӗршывра хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли тата эконом-класлӑ ҫурт-йӗр тума ҫӗр лаптӑкӗ парас ыйтупа паян республикӑн Стройминӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Канаш районӗнчи Шӑхасан, Атнаш, Ухман ялӗсем, Ҫӗрпӳ хули, Шупашкар районӗнчи Олкаш ялӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нерядово ялӗ патӗнчи территорисене планламалли эскиз проекчӗсене пӑхса тухнӑ. Канаш районӗнчи ҫӗрсене ҫурт-йӗр тума усӑ курасшӑн. Шӑхасан ҫумӗнчи 410 лаптӑкран 56-шне нумай ачаллисене, 93-шне ҫамрӑк ҫемьесене, 261-шне эконом-класлӑ ҫурт-йӗр тума уйӑрма палӑртнӑ. Шупашкар районӗнче сахал хутлӑ ҫуртсем хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ. Унта уйрӑм 40 ҫурт валли вырӑн пулмалла. Хӑш-пӗр лаптӑка нумай ачаллисем валли парасси пирки ӗнентереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те уйрӑм ҫуртсем хӑпартасшӑн. Ҫӗрпӳ хули патӗнче сахал хутлӑ ҫуртсем валли вырӑн уйӑрасшӑн. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |