Ҫӑхавсене Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта пӗрремӗш ҫӑхавсем ҫитерме тытӑннӑ. Тӗп ыйтӑвӗ ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тата картишсене пуҫтарасси-тирпейлессипе ҫыхӑннӑ иккен.
Ҫӗнӗ интернет-портала чи малтанах Шупашкар хула, Шупашкар тата Етӗрне район ҫыннисем ҫырма тытӑннӑ.
Ҫӑхавсемпе сӗнӳсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене йышӑнаҫҫӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Ыйтӑва 10 кунта хуравласса шантараҫҫӗ.