Ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑк, ҫуртсен картишӗнче ҫутӑ ҫукки, юр тасатманни, юраман вырӑна машина лартса хуни тата ытти кӑлтӑк пирки Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта тӗрӗслев вӗҫленнӗ май ҫӗнӗ ресурспа ирӗклӗнех усӑ курма пулать.
Портала йӗркеленине халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашас, ыйтусене палӑртас тӗллевпе сӑлтавлаҫҫӗ. Унта малтанласа кӗрес тесен gosuslugi.ru порталта регистрациленни кирлӗ. Уйрӑм ҫын пӳлӗмне кайран «Вконтакте»,«Facebook» тата «Google+» халӑх тетелӗсенчи аккаунтсемпе ҫыхӑнтарма пулать.
Ҫынсен ҫӑхавӗсемпе сӗнӗвӗсене 8 тӗп енпе йышӑнаҫҫӗ: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Информацие модератор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна яваплӑ министерствӑна ҫитерӗҫ.
Ҫынсем ҫырнисене пӑхса тухмалли вӑхӑт — 10 кунтан ытла мар.