Паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫут тӗнчене 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх унӑн вил тӑпри умне чӑваш халӑхӗн хастар ҫыннисем кӑҫал та пухӑнчӗҫ.
Мероприятие «Самант» журналӑн редакторӗ Владимир Степанов хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл иртнӗ ҫулсенче асӑну епле иртнине пӗлтерчӗ — хӑш ҫулхине ҫанталӑк мӗнле пулнӑ, миҫе ҫын тата кам-кам килнӗ. Кӑҫал пӗлтӗрхипе танлаштарсан йыш пысӑкччӗ — Антер Хусанкайпа унӑн арӑмӗ Гажидма Домбаевна, Владимир Милютин, Виталий Станьял, Алексей Сӗрмек, Геннадий Дегтярёв, Ирина Кириллова, Александр Кузнецов тата ыттисем. Пухӑннисем патне Надежда Иванова та шӑнкӑравларӗ — вӗренӳ институтне пӗлӳ ӳстерме пынӑ Канаш районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те ҫав самантра ура ҫине тӑрса поэта асӑнни пирки пӗлтерчӗ.
Пухӑннӑ халӑх палӑк умӗнче Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗ, паллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫне тата ӗҫӗ-хӗлне аса илчӗ. Мероприяти чечек хунипе тата пӗрлехи сӑн ӳкернипе вӗҫленчӗ.