Юлашки кунсенче ҫынсем Шупашкар урамӗсенче тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнаҫҫӗ тейӗн. Чӑн та, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе пыма шуҫ тупан ҫеҫ ҫитмест. Пушмак пӑрлӑ тротуарсем тӑрӑх аван шӑвать!
Унта та кунта иртсе ҫӳренӗ май ҫакӑ куҫ тӗлне тӑрӑнать: чылай ҫӗрте хӑйӑр сапмаҫҫӗ, пӑра катмаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманасси те инҫех мар. Амансан ҫеҫ юрӗччӗ-ха та…
Иртнӗ эрнере урамра суранланнӑ ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 16-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пульницӑна урамра суранланнӑ 145 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ — ачасем.
Ытларахӑшӗ Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче аманнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 11 ҫын.
Палӑртмалла: кӑрлачӑн 10–16-мӗшӗсенче кунашкал ҫынсен шучӗ 60 ҫеҫ пулнӑ. Эппин, пӗр эрнере урамра суранланнисен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.