Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ.
Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ.