Кӗҫнерникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 34-мӗш сессие пухӑннӑ. Сесси хӗрӳ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха.
Сессире депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси ҫинчен» ятли те пулнӑ.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ. Ун пирки пуҫласа ҫуллах калаҫнӑччӗ. Петр Краснов депутат ертсе пыракан, социаллӑ ыйтусемпе тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитет ӑна пуҫласа сӳтсе явнӑ чух саккуна хӑвӑрт йышӑнма май ҫуккине, ӑна тӗплӗн сӳтсе явмаллине палӑртнӑччӗ.
Улшӑнусем пирки каласан, саккунӑн 10-мӗш статйине, сӑмахран, референдум ирттерессипе ҫыхӑннӑ хута епле чӗлхепе ҫырассине ылмаштарнӑ. Маларах вырӑсла ҫырмалли пирки каланӑччӗ. «Кирлӗ пулсан чӑвашла тата ытти халӑх чӗлхипе» шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ вырӑсла тата чӑвашла ҫырасси тата пичетлесси пирки каланӑ. Кирлӗ пулсан ытти халӑх чӗлхипе пичетлессине асӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пысӑках мар хӑш-пӗр улшӑну пур.