Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хальхи сессире унччен пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри патне депутатсем тепӗр хутчен таврӑннӑ. Ӑна икӗ вулавпа тишкернишӗн кӑна мар.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчи сессире депутатсем ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн йышне чакарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ун чухне "халӑх тарҫисем" аппарат йышне унчченхиллех хӑварма йышӑннӑ.
Ӗнерхи сессире аппаратҫӑсен йышне чакарма йышӑну кӑларасси пирки хӑш-пӗр сӑнавҫӑ унчченех иккӗленмерӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратне чакарма республикӑн правительстви сӗннине палӑртмалла. Хӑш-пӗр депутат малтан правительствӑра йыша чакарччӑр тесе хирӗҫлеме те пӑхнӑ-мӗн. Анчах вӑрах кутӑнлашса тӑма май килмен. Депутатсем ЧР парламенчӗн аппарачӗн йышне чакармалла йышӑну кӑларнӑ-кӑларнах.
ЧР Элтеперӗн Администрацине ӗнерхи ларура Петр Краснов депутат, тӗслӗхрен, "Атьӑр Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнчен хӑпар! Атӑлҫи федераци округӗнче вӑл чи сахал йышлӑ тытӑм", - тесе хӳтӗленӗ.