Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтан вӑл каллех тепӗр ҫыру шӑрҫалани пирки те каланӑччӗ. Тепрехинче вӑл хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсенче чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтернипе килӗшмесӗр ҫырнӑччӗ. «Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Эвакуаци планӗн чӑвашла пулмалли пирки те «Ирӗклӗх» Шупашкарти тӳре-шара патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Хула администрацийӗн культура управленийӗ асӑрхаттарупа килӗшнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ.