Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.
Зоя Алексеевнӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.
З.А.Нестерова 2000 ҫулта ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсемшӗн тата «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче тухнӑ «Тӑватӑ асамҫӑ» кӗнекешӗн Красноармейски районӗнчи Литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.
Уявра Упи ял библиотекин заведующийӗ Степанова А.В. кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вара Зоя Нестеровӑн тусӗ Константинова Е.М сӑмах илчӗ. Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗнчи тӗлӗнмелле самантсем ҫинчен каласа пачӗ. Георгий Леонидович Тусли ентеш ҫыравҫӑ ачасене шкул сакки ҫинчех пултарулӑха аталантармаллине палӑртрӗ. Упи тӑрӑхӗнчен тухнӑ искусство ҫыннисемпе мӑнаҫланнине каларӗ. Уява пуянлатаканӗсем вара вӗренекенсем пулчӗҫ. 2-3 класс ачисем Зоя Нестерова ҫырнӑ «Хура кӗр», «Ҫуллахи ҫумӑр», «Хӗл кунӗ», «Тӑван шкул», «Ҫуралса ӳснӗ ен» сӑвӑсене пӗринчен тепри илемлӗрех вуларӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекенсем «Кил хуралҫи», «Кишӗр-мишӗр», «Автанпа тилӗ» юмахсене сцена ҫинче выляса кӑтартрӗҫ. «Ҫавал хумӗсем» кружок членӗсем куракансене «Ача-пӑча вӑййисемпе» савӑнтарчӗҫ.
Малалла сӑмах Упи ял поселенин пуҫлӑхӗ Димитриева Н.И. илчӗ. Вӑл пултаруллӑ ентешсемпе тивӗҫлипех мухтаннине палӑртрӗ. Зоя Алексеевна Нестерова ачасен, ҫитӗннисен чуне витӗр куракан ҫыравҫӑ пулнине уйрӑмах палӑртса каларӗ. «Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва аталанма пулӑшаҫҫӗ», — тесе вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне Надежда Ивановна. Куракансем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.