Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Юманлӑхсем генераторпа концерт курнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 02.08.2015 08:25 | 1467 хут пӑхнӑ
Политика

Элӗк районӗнчи Юманлӑхра пурӑнакансем генераторпа концерт курнӑ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче унта Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаевпа курнӑҫу йӗркеленӗ. Чӑваш парламенчӗн хальхи депутачӗпе (Олег Николаев — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ) артистсем те пырса ҫитнӗ. Малтан калаҫса татӑлнӑ пекех концерт ялти клубра иртмелле пулнӑ. Анчах вырӑна ҫитсен эсерсене хупӑ алӑклӑ клуб кӗтсе илнӗ тесе хыпарлать «Актуально21» интернет-ҫӑлкуҫ. Вырӑнти пӗр хастар аппарата хӑйӗн килӗнчен ҫутӑ памалла тунӑ. Анчах кӑштахран ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Ял ҫыннисем каллех ҫухалса кайман — пӗри генератор илсе пынӑ, бензинне те тупнӑ.

Унсӑр пуҫне ытти пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ иккен. «Саккуна пӑсса агитаци ирттереҫҫӗ» тесе районти суйлав комиссийӗнчен партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи Иван Орлов патне шӑнкӑравланӑ. Олег Николаевпа унӑн ҫыннисем саккуна пӑсманни пирки ӑнлантарса панӑ. Кайран йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Эсерсен вӗсене те хӑйсем йӗркене пӑсманни пирки ӑнлантарса пама тивни пирки ҫырать маларах асӑннӑ интернет-ҫӑлкуҫ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Элтепер пулма кандидата регистрациленнӗ ҫыннӑн суйлав штабӗ кун пек ӑнланманлӑх хӑйне килӗшменнине кура влаҫӑн федераци органӗсене, Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторне, правӑна сыхлакан органсене тата Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине пӗлтерме шухӑшлать тесе хыпарлаҫҫӗ.

#политика, #партисем, #суйлавсем, #Элӗк районӗ, #пӑтӑрмахсем, #концертсем, #Юманлӑх, #Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем