Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шупашкарти Андриан Николаев ячӗллӗ паркра нумаях пулмасть ӳхӗ пурӑнма тытӑннӑ. Анчах хӑй тӗллӗн пырса лекмен-ха вӑл унта. Паркра ӗҫлекенсем унти «Ноев ковчег» ят панӑ зоокӗтесе пуянлатма шухӑшланӑ. Ӳхӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи кайӑк шутланать. Орнитологсем ӳхӗ Европӑри, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри, Азири сӗм вӑрмансенче пурӑннине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкара ӑна Пенза хулинчен илсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65072
 

Усал ҫак хыпар пирки йӗрке хуралҫисем патне ҫурлан 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем малтаналса палӑртнӑ тӑрӑх Кивӗ Вӑрмар ялӗ патӗнче 50 ҫулти тракторист ҫӗре ҫум курӑксенчен кӑпкалатнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ана хӗррипе ҫаврӑнса илнӗ чух хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах агроном выртнине асӑрхать. Тӗпчевҫӗсем агроном хирте канса илес тесе выртма, тракторист ӑна асӑрхамасӑр таптаса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Ҫак кунсенче Вӑрмар районне медицина автобусӗ пырса ҫитнӗ. Вӑл ялсенче пурӑнакансене диспансеризаци витӗр кӑларать. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ку енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ район центрӗнчен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сывлӑха тӗрӗслеттерессишӗнех ҫынсем унта сайра-хутра пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри флюрографи тухма, тен, ҫулталӑкра пӗрре пырса каять-тӗр, теприсем вара амак аптӑратма пуҫласан кӑна ҫула тухаҫҫӗ.

Медицина автобусӗнче тӗрлӗ анализ илеҫҫӗ, ультрасасӑ оборудованийӗпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑмсене гинеколог йышӑнать.

 

Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене ӗнер ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Тӗп редактор кунне пуҫтарӑннӑ пуҫлӑхсен «Ертсе пыракан ушкӑна йӗркелессин технологийӗ» ятпа тест тухма тивнӗ. Мероприятие республикӑн Информаци министерстви ирттернӗ.

Тренер пулса РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Шупашкарти филиалӗн социаллӑ технологисен кафедрин заведующийӗ Нина Семедова-Полупа хутшӑннӑ. Тест вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсен хӑйсен кӑмӑлне: «ҫӗнӗ шухӑш калакан-и», «критик-и», «пӗрлештерекен-и», «тӗпчевҫӗ-и» тата ытти ҫавӑн йышши роле вылянине палӑртма май килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «пӗрлештерекен», «практик-йӗркелӳҫӗ» тата «тӗпчевҫӗ» ролӗнче иккен.

Сӑнсем (14)

 

Ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче Украинӑри Козлецки районти Остер хулинче вилӗмсӗр поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне уҫнӑ. Ӑна хура гранитран тунӑ. Палӑка Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑна асӑнса лартнӑ юпапа юнашар вырнаҫтарнӑ.

Палӑка уҫма Чӑвашран сумлӑ делегаци тухса кайнӑ. Йышра «Канашсем» ентешлӗхӗн пайташӗсем Анатолий Кипеч, Лидия Филиппова тата Юрий Алексеев, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Михаил Краснов, Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, поэтӑн тӑванӗ Юрий Кузьмин, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Украинӑна Чернигов облаҫӗн Культура департаменчӗ тата Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен «Ҫеҫпӗл» пӗрлӗхӗ чӗннипе ҫул тытнӑ.

Палӑк ҫине «...Тусӑмсем! Ун чух ҫул майӗ, ман ҫине пырса, юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ каласа...» тесе чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата акӑлчанла ҫырса хунӑ.

 

Эдуард Мочалов
Эдуард Мочалов

Митинг авӑнӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ скверта иртмелле. Пуҫламӑшӗ 17 сехетре.

Хальхинче те Эдуард Мочалов пухакан митинг тӗллевӗсем ҫавсемех: Михаил Игнатьевпа унӑн правительстви ӗҫрен каймалла; ирӗклӗ суйлав ирттермелле; тӳресене те суйлав ирттерсе лартмалла. Ку халӑх пухӑвӗнче «Сӗтев» хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗпе паллаштарма шантараҫҫӗ, унсӑр пуҫне кӑҫал тухнӑ ытти номерсене те валеҫме планлаҫҫӗ.

Митинга чӗнсе каланинче «Сӗтев» хаҫат ҫак пухӑва Михаил Игнатьева, Юрий Попов спикера, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председательне Н. Порфирьева, Республикӑри ШӖМ министрне С. Семёнова тата ытти ҫӳлти шайри тӳре-шарана чӗннӗ. «Анчах, ман шухӑшпа, халӑх умне митинга тухма вӗсен халӗ ҫитмӗ», — пӗлтерет чӗнӳре хӑй шухӑшне Эдуард Мочалов.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ пуху ҫак уйӑхӑн 8-мӗш кунӗнче иртнӗччӗ, унта 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑччӗ.

 

Станцисене тӑвас ыйтупа республикӑра ирттернӗ канашлу саманчӗ.
Станцисене тӑвас ыйтупа республикӑра ирттернӗ канашлу саманчӗ.

Пирӗн республикӑра вӗҫӗм ӗҫлекен референци станцийӗсене хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ объектӑн тӗп-тӗрӗс вырӑнне кӗске вӑхӑтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Ку станцисем спутниксемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ — ӗскер вырӑнне пӗлтернӗ чухне чи нумаййи темиҫе сантиметр кӑна йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем ҫурта е ҫула тӗп-тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ тени те тӗрӗс.

Ун йышшисене маларах Улатимӗр, Ленинград облаҫӗсенче тата Камчатка енӗнче хута янӑ иккен. Пирӗн патра вӗсене ҫиччӗ хута ямалла. Станцисем Шупашкар, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел ялӗнче пулмалла.

Референцлӑ станцие хута яни автоҫулсене, социаллӑ сфера объекчӗсене тӑвассипе, газификаципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли проект хучӗсене хатӗрлессине ансатмалла иккен.

 

Чӑваш кӗнеке издательстви чӑваш тата вырӑс шкулӗсем валли ҫӗнӗ кӗнекесем кӑларнӑ. Ҫав шутра 2-мӗш тата 3-мӗш класра вӗренмелли «Чӑваш чӗлхи» учебникӗсене, 5-мӗш классен «Тӑван литературине», 8-мӗшсен «Тӑван енне» асӑнма пулать.

Шкул тулашӗнче вуламалли «Ылтӑн ҫӳпҫерен» 2-мӗш классен кӗнеки «Литература вулавӗ» кӗнекен тӑсӑмӗ шутланать.

Учительсене пулӑштӑр тесе кун ҫути кӑтартнӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадине ирттересси» пособи тестсенчен, ыйтусенчен, олимпиада валли хатӗрлемелли текстсенчен тӑрать иккен.

Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем шкулсене кирлӗ ытти кӗнекене кӑларассипе те нумай ӗҫлет иккен. Акӑ, М. Моро тата ытти автор 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ икӗ пайлӑ учебника пичете хатӗрленӗ.

Икӗ пайран тӑракан «Пирӗн тавралӑх» кӗнекене 3-мӗш тата 4-мӗш классем валли юсаса ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве ачасем хӑйсем тӗллӗн тӗрӗслемелли страницӑсемпе те пуянлатнӑ.

Чылай кӗнеке валли ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. «Вӗренекенӗн уйрӑм маршручӗ» текен серипе те кӗҫех кӗнекесем кун ҫути курмалла.

Кӗнекесене Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви заказ панипе кӑлараҫҫӗ иккен.

Малалла...

 

Приватизацилемелли предприятисенчен пӗри
Приватизацилемелли предприятисенчен пӗри

Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 2014–2016-мӗш ҫулсенче федераци харпӑрлӑхӗнчи Чӑваш Енре вырнаҫнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ виҫӗ предприятине приватизацилеме шухӑшлать.

Приватизацилемеллисен йышӗнче — РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин харӑсах икӗ предприятийӗ: Шупашкарти тата Канашри протезпа ортопеди предприятийӗсем. Шупашкарти тепӗр предприяти те, вӑл дезинфекци тӑвассипе ӗҫлет, маларах асӑннӑ списока лекнӗ.

2014–2016-мӗш ҫулсенче «Проммеханизация» акционерсен уҫӑ обществин администраци ҫурчӗн иккӗмӗш хутне приватизациелме шухӑшлаҫҫӗ. Ку ҫурт Сӗнтӗрвӑрринче, Нахимов урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра, вырнаҫнӑ.

 

Анчах ал парса антарма мар, парӑма шыраса илме. Ҫак уйӑхра темиҫе хутчен ҫапла тунӑ та вӗсем. Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ пуйӑсран анакансене (анчах пурне те мар, парӑмлисене) вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ, тӳлевпе татӑлма сӗннӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен те, хӑшӗсем вырӑнтах тӳлесе татаҫҫӗ, теприсене суд приставӗсен уйрӑмне илсе кайма тивни те пулать-мӗн. Парӑма татма ҫумра укҫа ҫук-тӑк пурлӑха аретслеҫҫӗ.

Суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-служби вара парӑма татассине тӑсса ямалла маррине аса илтернӗ май, парӑмлисене ҫула кайма та тытса чарма пултарасси пирки асӑрхаттарать.

 

Страницӑсем: 1 ... 3242, 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, [3252], 3253, 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, 3261, 3262, ... 3610
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...