Вӗренӳ
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературин регионти олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗн чысне 11-мӗш класра вӗренекен Мария Корнилова хӳтӗленӗ. Сӑмах май каласан, регионсем шайӗнчи олимпиадӑсенче Мария 4 ҫул ӗнтӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартать иккен. Тӑван ен культурипе вӑл 2 ҫул, чӑваш чӗлхипе тата литературипе 2 ҫул малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫалхи ҫивӗч ӑмӑртура та Мария Корнилова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Паллах, ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест, пӗлӗве вӗреннӗ чухне куллен туптамалла теҫҫӗ унӑн вӗрентекенӗсем. Мария Корниловǎна олимпиадǎна Н.Н. Круглова тата В.Н. Воронова вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |