Культура
![]() Красноармейски районӗнчи шкулсенче Литература ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттернӗ. «Эпир вун-вун пултарулӑх ҫыннипе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Хамӑр ентешпе, пултаруллӑ, пур енлӗ талантлӑ В.В. Рудниковапа иртнӗ тӗлпулу та чылайччен асра юлӗ», — тесе пӗлтерет кун пирки вӑл тӑрӑхри Р. Яковлева. Валентина Васильевна Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Енӗшкассинчи пуҫламӑш шкула «4» тата «5» паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси шкулӗнче вӑтам пӗлỹ илнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститучӗн химипе биологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче спортпа туслӑ пулнӑ вӑл, тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрнӑ. Аслӑ шкулта пӗлӳ илнӗ тапхӑртах вӑл тракторпа, автомашинӑпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, киномеханик, медсестра удостоверениллӗ пулнӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Чатукасси шкулӗнче ӗҫлеме тӳр килнӗ ӑна. Унтан пурнӑҫ ҫулӗ Сӗнтӗрвӑрри районне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Улатӑр районӗнчи канашлу Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче канашлу ирттернӗ. Унта муниципалитет харпӑрлӑхӗпе тивӗҫлипе усӑ курмалли, патшалӑх программисене пурнӑҫа йӗркеллӗ кӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ. Кӑҫал Элӗк районӗнче Республика кунне уявламаллине шута илсе ку мероприятие хатӗрленес ыйтӑва та канашлура хускатнӑ. «Республика кунне ҫӳллӗ шайра ирттерме мӗнпур ҫыннӑн пӗрлешмелле», — тесе хушнӑ Михаил Игнатьев элӗксене. Канашлӑва районти тӳре-шарасӑр пуҫне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин, хӑш-пӗр ведомствӑпа министерство пайташӗсем хутшӑннӑ. Элӗк районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнипе пӗрлех (ку темӑпа раойн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов тухса калаҫнӑ) кӑҫалхи плансене палӑртса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ канашлу паян Улатӑр районӗнче те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2013-мӗш ҫулхи конкурс саманчӗ Тутарстанра «Чӑваш пики – 2016» конкурс иртмелле. Ӑна унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ, «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ, Тутарстанри халӑхсен ассамблейи, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ пӗрле пулса йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ҫак конкурс тӗллевӗ яланхиллех темелле. Ӑна пуҫарса ирттерекенсем тӗллев шутӗнче халӑх йӑли-йӗркине, культурӑпа чӗлхене ҫамрӑксен хушшинче сарасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫамрӑксене эстетика воспитанийӗ пама та пулӑшасшӑн. Тата, паллах, тепӗр пысӑк тӗллев те пур йӗркелӳҫӗсен. Тутарстанра «Чӑваш пики» ята тивӗҫнӗ хӗре Раҫҫей шайӗнче иртекен ун йышши ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме ярӗҫ. Апла пулсан вырӑнти ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурс валли ҫул уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ. Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Раҫҫейре кино ҫулталӑкӗ. Ҫавна май ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн ҫулталӑк ӑнӑҫлӑ пуҫланнӑ темелле. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хулара кинотеатр уҫӑлнӑ. Унчченхи «Атӑл» кинотеатр вырӑнӗнче «Тетерин Фильм» ятли уҫӑлнӑ. Унӑн директорӗ — Ольга Тетерина кинопродюсер. Хальлӗхе виҫӗ зала хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗ экрансем лартнӑ. Тепӗр икӗ зала хута яма палӑртнӑ. Ҫапла пилӗк зал ӗҫлӗ. Ку расписание ҫынсемшӗн меллӗ тума май парӗ. Кинотеатр кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Малтанах унта «Самый лучший день» (чӑв. Чи лайӑх кун) фильм кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Виҫӗ кунра республикӑра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм виллине хӑйӗн картишӗнче тупнӑ. Вӑл ентешӗ патӗнче Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ, эрех ӗҫнӗ те ҫӗрлехи 2 сехетре киле кайма тухнӑ. Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче те ҫак кун 42 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑйӗн пӳртӗнчех, кравать ҫинче, шӑнса вилнӗ. Ҫуртра кӑмакана тахҫанах хутман-мӗн. Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче Пӑлаккассинче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилнӗ. Пенсионерка Кивӗ Ахпӳрте тӑванӗ патне кайма тухнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫулта унта пулнӑ, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче киле таврӑннӑ. Тепӗр кунхине каллех тӑванӗ патне кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен… Ҫав кунах Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче 53 ҫулти арҫын виллине тупнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 68 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче те ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче республикӑра пурӑнакансен район-хулапа паллашма май пуррине унчченех пӗлтернӗччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене Ҫӗнӗ ҫул представленийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Хӑнасем район историйӗпе, йӑли-йӗркипе, вырӑнти мещенсен, хресченсен, купсасен йӑлипе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех Даньковсен ҫуртне кӗрсе курма, вутӑ ҫурма, шыв йӑтма, мунча хутма, ҫунашкапа ярӑнма, наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗренме май пулнӑ. Вӑрман Пилемӗч ялӗнче вара тӑмран хатӗр-хӗтӗр тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Унтан Шуршӑлти А.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче пулма май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист. Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ. 1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене М.А. Алексеевпа У.Н. Ильинана раштавӑн 29-мӗшӗнче «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ. Ветерансене Упи ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Надежда Ивановна Дмитриева тата унтах ӗҫлекен специалист-эксперт Алина Александровна Алексеева тав сӑмахӗ каланӑ, вӗсене чысласа медальсене ҫакса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |