Шупашкарта 5 ҫулти ача аслисемсӗр юлсан Винкс пулас тенӗ. Асламӑшӗ ун чухне лавккана кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрача мультик пӑхнӑ. Шӑпах Винкс пирки кӑтартнӑ.
Хӗрача мультикри сӑнар пулас тесе хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫапла вӑл кӗлеткин 50 процентне суранлатнӑ. Халӗ унӑн тата темиҫе операци ирттерме тивӗ. Хӗрача пирки Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫур ҫул каяллах пулнӑ. Соня пӑтӑ ҫиес темен, ҫавӑнпа асламӑшӗ лавккана пельмен патне чупнӑ. Вӑл килте 40 минут пулман. Соня мультик пӑхса Винкс фея пек пулма хӑтланнӑ та газ плитине ҫутнӑ, патак илсе сулкалашма тытӑннӑ. Ҫулӑм тумне ярса илнӗ.
Малтан вӑл алшӑллипе ҫулӑма сӳнтернӗ. Унтан ваннӑна кӗрсе шыв сапнӑ. Кайран аялалла чупса кайнӑ. Кӳрши курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тӑватӑ кунран ачана Чулхулари пульницӑна ӑсатнӑ. Темиҫе уйӑхра 7 операци тунӑ ӑна. Халӗ ӑна сусӑр пулнине ӗнентерекен хут панӑ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӳлӗмре Винкспа ҫыхӑннӑ плакатсене, теттесене илсе пӑрахнӑ. Ача халӗ урама тухма хӑрать. Вӑл шӑнаран, вӑрӑм тунаран шикленет. Унпа психолог ӗҫлет.
Соня пирки Елена Малышевӑн «Жить здорово» кӑларӑмра кӑтартнӑ.