Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ.
Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ.
Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ.