Республикӑра
![]() Республикӑри пилӗк района ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерӗҫ. Кунта сӑмах Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Асӑннӑ тӑрӑхри ялсенче 33 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухӗҫ. Маларах ҫав ялсенче шыва ҫӑлран ӑсса пурӑннӑ. «Чувашинформ.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пхушнипе шыв пӑрӑхӗсем хума тӑхӑр проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем уйӑрнӑ. Шыв пӑрӑхсене хурассин пӗтӗмӗшле хакӗ 173 миллион тенкӗпе танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ мероприяти иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Мероприятие Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем, артистсем, ӑсчахсем тухса кайнӑ. Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастарсем те пырса ҫитнӗ унта. Ҫавӑн пекех Шелепин тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем, мӑнукӗсен ачисем хутшӑннӑ. Николай Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Литература ӗҫне Шелепи вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнче тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ. «Сувар» хаҫат уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, «Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗн ҫывӑх тӑванӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 ҫулта ытти чӑвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурӑнма куҫнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнчи ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ. Водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урах пулнӑ. Инкекре виҫӗ ҫын аманнӑ, пӗр хӗрарӑм вилнӗ. Ҫул ҫинчи инкек ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫулӑн 37-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Веста» автомашинӑн 57 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Киа Спектра» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн 64 ҫулти водительне тата пассажирсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонри тепӗр хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. «Лада Веста» водительне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мускаври Пысӑк театрта Светлана Потёмкинан «Надежда Павлова: большое интервью с балериной» кӗнекине хӑтланӑ. Балерина ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Чӑваш министрӗ Мускава пушӑ алӑпа кайман. Вӑл ҫӗршывӗпе паллӑ балеринӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Надежда Павлова – ХХ ӗмӗрти паллӑ балерина, вӑл тӗнчери паллӑ сценӑсем ҫинче ташланӑ, СССР халӑх артистки ята вӑл 28 ҫул каяллах тивӗҫнӗ. Светлана Потёмкинан кӗнеки интервьюран тата сайра тӗл пулакан документсенчен тӑрать. Кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетлесе кларнӑ. Светланой Потёмкина Чӑваш кӗнеке издательствипе балерина ҫинчен кӗнеке-альбом кӑларасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри сывлӑх енчен хавшак ачасен шкул-интернатӗнче Ҫар тата ӗҫ мухтавӗн музейӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. «Кӳкеҫри шкул-интернатпа вунӑ ҫул ытла туслӑ ҫыхӑну тытатпӑр. Кунта эпӗ час-часах пулатӑп: Ҫӗнӗ ҫулта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, юлашки шӑнкӑрав чухне. Музей тӑвас шухӑша педагогсем, шкул директорӗ пӗлтӗр сӗнчӗҫ. Эпир ырласа йышӑнтӑмӑр. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн профсоюзӗ музей валли кантӑк витринӑсем туянса пачӗ», — хыпарланӑ Николай Станиславович. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 50 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездри хуҫалӑх блокӗнче икӗ велосипед тата электросамокат упранӑ. Ирпе тӑрать те — подъездра хӑварнӑ пурлӑх ҫуккине асӑрхать. Оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче пӗр велосипеда тупма май килнӗ. Вӑл преступлени вырӑнӗнчен инҫе мар пулнӑ. Пакунлисем халӗ вӑрра шыраҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, велосипедпа электросамоката видеокамера тӗлне лекнӗ каччӑ йӑтса кайма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() kccc.ru сайтри сӑн «Росельхозцентр» специалисчӗсем Чӑваш Енри уйсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирте вӗтӗ сиенлӗ пӑрҫӑ (выр. Хлебная блошка) ӗрченӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк вӗсемшӗн меллӗ тӑрсан малтан сӑтӑрҫӑсем кӗрхи культурӑсем ҫинче тупӑнаҫҫӗ, унтан – ҫурхисем ҫинче. Пӑрҫасем уйрӑмах хӗвеллӗ шӑрӑх ҫанталӑкра хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Кун пек условисенче вӗсем хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче нумай. Хуҫалӑх ертӳҫисене лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() TikTok валли видеоролик ӳкернӗ май шкулта вӗренекен икӗ хӗрача улӑм тивертнӗ те Пермь крайӗнчи фермӑна ҫунтарса янӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче крайри ГУ ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Икӗ шкул ачи ӗнер Нытва районӗнчи фермӑна лекнӗ те унта 195 т ытла улӑм капанӗсем тупнӑ. Ролик ӳкерес тесе вӗсем улӑм куписене вут тивертсе сӳнтерме тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм тухнӑ хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ хыпса илнӗ, хӗрачасем вара тарнӑ. Ферма пурлӑхӗ 150 пин тенкӗлӗх ҫунса кайнӑ. Кам вут тивертнине участковӑй палӑртнӑ. Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем хӗрачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫу ирттернӗ. «РИА Новости» полици ҫапла хыпарланине пӗлтерет: «Ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӑн «Ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитменнисене ӳстерес тата воспитани парас тӗлӗшпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни» 5.35 статьян 1-мӗш пайӗ тӑрӑх административлӑ майпа йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырнӑ». Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ферма хуҫи суд урлӑ вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен сиен кӳнине шыраса илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ. Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ. «Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор. Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторнех ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса пачӗ. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moment-istini.com сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 76 ҫулти арҫын машинӑпа ҫула тухнӑ, лавккана кӗнӗ чухне лартса хӑварнӑ. Каялла тухнӑ – вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: ватӑ арҫын ӑна ӑҫта лартса хӑварнине маннӑ. Полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнчи лавккана кӗнӗ. Унтан тухса хӑйӗн машинине тупайман. Малина хӑйех шыранӑ, кайран полицие кайнӑ. Машина ӑҫталла кайнине камерӑсем тӑрӑх пӑхнӑ. Анчах маршрут арҫын каласа кӑтартнипе пӗр килмен. Тӑванӗсем те ватӑскер юлашки вӑхӑтра ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑранине каланӑ. Машинӑна тепӗр кунхине арҫыннӑн ҫуртӗнчен инҫе мар тупнӑ. Вӑл чип-чиперех ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |