Культура
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект хута ярасшӑн. Вӑл автор юррисен тематика фестивалӗ. Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа ҫырма юрать. Конкурса пӗр автор та ушкӑн та хутшӑнма пултарать. Ӳсӗм те пӗлтерӗшлӗ мар. Юрӑ вырӑсла е чӑвашла пултӑр, анчах 3,5 минутран ытларах мар. Юрӑ теми – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен жюри чи лайӑххисене суйлӗ. Вӗсем вара «Уҫӑ хула» порталта иртекен сасӑлав хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп парне – 30 пин тенкӗ гонорар. Заявкӑсене gcheb_kult@cap.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Республикӑри ялсенчи вулавӑшсем валли кӗнекесем пухаҫҫӗ. Акцие Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне халалланӑ. Уява ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. «Кӗнеке инвестицийӗ» акцие Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Акципе килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансем хӑйсен вуласа тухнӑ кӗнекисене е ҫӗнӗ кӑларӑмсене ялти вулавӑшсене пама пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, Россельхозбанкӑн кирек хӑш офисне пырса памалла. Вулавӑш валли илсе килнӗ кӗнекен ҫӗтӗк пулмалла мар. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пухнӑ кӑларӑмсене районти вулавӑшсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра. Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицийӗ иртет. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫула вӑхӑтлӑха хупаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе тата Ленин проспекчӗпе, Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ таран, транспорт ҫӳремӗ. Машинӑсем кӑна мар, общество траспорчӗ те урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ҫула парад репетицийӗ вӗҫленсен хупӗҫ. Вӑл миҫе сехетре пӗтессине вара хальлӗхе пӗлтермен. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ пулӗ. Ун чухне ирхи 8 сехетренех ҫӳлерех асӑннӑ ҫула пӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() otr-online.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Турханкасси ялӗнче ҫу уйӑхӗнчи уявсем умӗн инкек пулнӑ. Унта арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл тӑкӑрлӑкра 56-ри хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗр ҫине йӑвантарнӑ. Хайхискер ӑна пӑвма пуҫланӑ. Хӗрарӑм сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() @dkhimik21 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ветерансем валли урамрах концерт лартса панӑ. Сцена ҫинче артистсем тата шкул ачисем пулнӑ. Концерт ӗнер пулнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 76 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ концертра ветерансене тӳре-шара, шкул ачисем, хула ҫыннисем саламланӑ. Ҫапла ҫамрӑк ӑру ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене сума сунине кӑтартнӑ. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра кунашкал концерт ватӑ ҫынсемшӗн шӑпах та меллӗ. Чиртен сыхланас тӗллевпе вӗсене халӑх ҫӳрекен вырӑна тухма сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Парад та вӗсемӗрех иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Вӑл «Молодежный–Патӑрьел–Шӑнар» автоҫулпа пынӑ. «Авантис» спорт мотоциклӗпе ҫула тухнӑ 26 ҫулти каччӑ хирӗҫ килекен ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ, унтан ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑни те витӗм кӳнӗ-тӗр. Ҫул ҫинчи инкеке пула ҫамрӑк ҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй Красноармейски районӗнчен пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑха пӑхӑнманшӑн пӗлтӗр каччӑна административлӑ майпа 6 хутчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Черчен чечексем» ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн республикӑри фестиваль-конкурсӗн тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне маларах асӑннӑ культура керменӗ (вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ шутланать) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерне. Пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑра 300 ытла ача (ҫав шутра — пултарулӑх ушкӑнӗсемпе 7-16 ҫулсенчи ачасем) хутшӑннӑ. Вӗсен тӑрӑшӑвне «Вокал», «Фольклор», «Хореографи», «Инструмент пултарулӑхӗ», «Илемлӗ сӑмах», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисенче хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ Оксана Комиссарова концертмейстер пурнӑҫран уйрӑлни пирки хурланса пӗлтернӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра ӗнер вырнаҫтарнӑ. Оксана Юрьевна — аслӑ квалификаци категориллӗ концертмейстер, пӗтӗм ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ. Культура тата ӳнер институтӗнче Оксана Комиссарова 2009 ҫултанпа ӗҫленӗ. Малтанах хор дирижирӗсемпе халӑх юррин кафедринче тӑрӑщнӑ, тепӗр ҫулхине вокал ӳнерӗн кафедрине куҫнӑ. Ректорат, профессорсемпе преподавательсем ӗҫтешӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑшӑн хурланнине пӗлтереҫҫӗ. Оксана Комиссаровӑпа ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Прощание состоится 5 мая в 10:00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |