Грипран тата кӑшӑлвирусран прививкӑсене пӗр харӑсах тума юрать. Ҫапла сӗннӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Анчах кӑшт маларах грипран прививка тутарса ӗлкӗрнӗ пулсан кӑшӑлвирусран укол тутариччен пӗр уйӑх кӗтмех тивӗ.
Грипран тата ковидран пӗр харӑсах прививка тума Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ иккен. Унччен те ытларах — ытти регионта ҫак практика пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем аслисене те, ачасене те вакцинаци пункчӗсене йыхравлаҫҫӗ.
«Республикӑра маска йӗркине пӑрахӑҫланӑранпа икӗ уйӑх та ҫитмерӗ, халӗ каллех ҫавӑн патне таврӑнасси пирки калаҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре кӑшӑлвирус ернӗ 330 яхӑн тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Йывӑр аптрасран вакцинаци хӑтарма пултарать. Халӗ ҫапла майпа ачасене те хӳтӗлеҫҫӗ», — пӗлтернӗ тележурналистсем.
Республикӑра 59 вакцинаци пункчӗ ӗҫлет.
Чиртен сыхланас тесен хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнмалла.
Кӑшӑлвирусран прививка тутарасран хӑшӗсем пӑрӑнса ҫӳренӗ, теприсене хистесерех тума ыйтнӑ вӑхӑтра виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпех тухтӑр патне каяҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та вакцинаци тутарнӑ ҫеҫ мар, вӑл ревакцинаци витӗр тухма хатӗрленет.
«Вакцинаци тунӑранпа ҫур ҫул иртнисене ҫак мелпе пурне те усӑ курма сӗнетӗп. Вӑрӑм канмалли кунсенче кун валли питех те меллӗ тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи.
Вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче прививка тутарнӑ, иккӗмӗшне — ҫу уйӑхӗнче.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Анастасия Белова ҫынсене суя сертификатсемпе тивӗҫтернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2 уйӑхлӑха СИЗОна ӑсатнӑ.
Шур халатлӑскер кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ пек сертификат илме 10 пациента пулӑшнӑ теҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ахальтен «ырӑ туман» вӑл. Укҫалла. Суя сертификат хакӗ 5 пин тенкӗ тӑнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Асӑннӑ тухтӑр Сӗнтӗрвӑррине «Земство тухтӑрӗ» программӑпа лекнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2007 ҫулта вӗренсе тухнӑ, Пирогов ячӗллӗ медицина университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Анастасия Белова — анестезиолог-реаниматолог, невролог. Шупашкарта Пепкелӗх центрӗнче, Хулари иккӗмӗш больницӑра, 7-мӗш больницӑра ӗҫленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ.
Тахҫанах пуҫарса янӑ ҫав ырӑ йӑлапа усӑ курса ҫынсем муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчи сывлӑх урчежденийӗсене уйӑхра пӗрре тӳлевсӗр кӗрееҫҫӗ.
Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексӗсемпе бассейнсене, тренажер залӗсене, катоксем ҫине прививка тутарнӑ ҫынсем ҫеҫ кӗрейӗҫ. Асӑннӑ икӗ хулара вырнаҫнӑ республика шайӗнчи спорт учрежденийӗсене кӗрес тесен прививка тутарнине ӗнентерекен QR-код кӑтартма тивӗ.
Юпа уйӑхӗнче ҫӗнӗ тытӑм ҫине муниципалитетсенчи спорт объекчӗсем те куҫӗҫ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран пӗр компонентлӑ вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл препарат «Спутник Лайт» ятлӑ. Унпа пӗр хутчен ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра усӑ куракан ытти препарат икшер компонентран тӑрать: пӗринпе малтан укол тӑваҫҫӗ, иккӗмӗшӗпе — кайран, тепӗр 21 кунтан.
«Спутник Лайт» препарата пирӗн республикӑна 4 500 доза илсе килнӗ. Ӑна, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина организацийӗсене валеҫсе панӑ.
«Спутник Лайт» — «Спутник V» вакцинӑн ансатрах варианчӗ шутланать. Унпа, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, икӗ хутчен укол туни кирлӗ мар, пӗррепех ҫитет.
Чӑваш Енре ревакцинаци пуҫланӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кӑшӑлвирусран пӗрре прививка тутарнисен тепӗр хутчен укол тутарма тивӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 56 вакцинаци пункчӗ, суту-лӳ ҫурчӗсен ҫывӑхнче 14 мобильлӗ вакцинаци пункчӗ ӗҫлет, 58 прививка бригади предприятисене, ялсене тата тухса ҫӳреймен ҫынсем патне тухса кӗрет.
Ревакцинацие пӗрремӗш прививка хыҫҫӑн ҫур ҫултан пурнӑҫламалла.
Прививка кампанийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран 291 774 доза вакцина (планпа пӑхса хӑварнинчен 49,5 процент) кӳрсе килнӗ, ҫав шутра — «ГамКовидВак», «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак».
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен иммунитетне ҫирӗплетесшӗн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Иммунизацие ака уйӑхӗн 15-22-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта чӗрчунсен шӑтӑкӗ, сукмакӗ тӗлне, уҫланкӑсене приманка хурӗҫ. Ку – ятарлӑ капсула, ун йышне урнӑ чиртен сыхлакан шӗвек кӗрет.
Чӗрчун капсулӑна ҫисен тепӗр 21 кунран унӑн иммунитечӗ ҫирӗпленет. Ку 12 уйӑха тӑсӑлать. Иммунизаци тапхӑрӗнче Чӑваш Енри вӑрмансене 25 пин доза хурса тухӗҫ. Вӑрмана каякан ҫынсене вӗсене илме хушмаҫҫӗ.
Вакцинӑн сиенлӗ енӗсене тупса палӑртман. Иммунизацие 6 ҫул ирттерме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |