Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.