Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Паян Шупашкарта «Деловые женщины нового времени: созидание и развитие» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри ӗҫлӗ хӗрарӑмсем: чӑмӑртану тата аталану) республикӑри конференци иртнӗ. Ӑна хӗрарӑм-усламҫӑсен кунне халалланӑ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ, Усламҫӑ хӗрарӑмсен организацийӗ, «Манӑн услам» центр, Раҫҫейри усламҫӑсен профсоюзӗ йӗркеленӗ.

Мероприятие Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Александр Федотов, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ыттисем хутшӑннӑ.

 

Сывлӑх
tvoypulmonolog.ru сайтри сӑн
tvoypulmonolog.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра 91 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Палӑртмалла: кун пекки ҫу уйӑхӗнченпе пулман. Юрать-ха, юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула вилекенсем пулман. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче талӑкра 97 ҫын чирленӗччӗ.

Ку таранччен 11286 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10026-шӗ сывалнӑ. Шел те, 211 ҫыннӑн чӗри кӑшӑлвируса пула тапма пӑрахнӑ. Сывалакансем пӗр талӑкра 82-ӗн пулнӑ.

Палӑртмалла: республикӑра чӳк уйӑхӗнче кӑна 66 ҫын вилнӗ.

 

Республикӑра

Ачасене право памалли пӗтӗм Раҫҫейри кун ҫынсене юридици тӳлевсӗр пулӑшас енӗпе тӳрӗ эфир иртӗ. Трансляцие «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра йӗркелӗҫ.

Чӑваш Енре пурӑнакансен ыйтӑвӗсене Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов, Чӑваш Енри Юристсен союзӗн председателӗ Иван Иванов, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Ваккатсен палатин квалификаци комиссийӗн председателӗ Владимир Арапов хуравлӗҫ.

Ыйтусене https://vk.com/gov_cap_ru ушкӑнра маларах та йышӑнӗҫ. Трансляци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 15 сехетие пуҫланӗ.

 

Культура

Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.

Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Шурӑ чулсем» уйӑхлӑха пӑрӑннӑ ҫӗрте, арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ, унӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.

Ҫынна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ водителе шыраса тупмашкӑн пулӑшма ыйтать.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» ҫапса кайма пултарнӑ. Унӑн малти бамперӗ вӑйлах аманнӑ е пачах ҫук. Унашкал машинӑна курсан 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ.

Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ.

Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68076
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре дезинфекци тӑвакан кабинӑсем кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ пурнӑҫлать.

Хальлӗхе предприяти продукцие сӑнамашкӑн ҫеҫ кӑларнӑ. Кабинӑра пушмака, алла, тумтире дезинфекци тӑвакан хатӗрсем пур. Ҫавӑн пекех унта ӳт температурине виҫме пулать.

Кабинӑн темиҫе модификацине хатӗрленӗ. Пӗрисенче, тӗслӗхрен, пите паллакан видеокамера пур.

Сӑмах май, пӗр уйӑх каялла кунашкал кабинӑна Шупашкарта Тӗп пасарта вырнаҫтарнӑ. Кунашкал продукцие Самара ӑсатнӑ, Тутарстана яма та саккас пур.

 

Республикӑра
forum.zarulem.ws сайтри сӑн
forum.zarulem.ws сайтри сӑн

Олег Ладыков-кӗҫӗннине юсанмалли колоние ӑсатни пирки пӗр хушӑ шавларӗҫ. Вӑл срокне 8-мӗш колонире, Улатӑртан инҫех мар вырнаҫнинче, ирттерет.

Ладыков-кӗҫӗнни колонире условлӑ майпа маларах тухас тесе ходатайство ҫырнӑ. Анчах Улатӑр районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Эппин, унӑн колонире ҫулталӑкран ытларах, срок вӗҫлениччен, ларма тивӗ.

Ходатайствӑран ҫакӑ паллӑ: Ладыков-кӗҫӗнни колонире подсоблӑ рабочире вӑй хурать. Унта ларнӑ вӑхӑтра вӑл шар курнӑ ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑшӑн тӑкака саплаштарнӑ (ҫур миллион).

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ Литература музейӗн пуҫелӗкӗ ылмашӑнни ҫулталӑк та иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ пӗлтӗрех ҫырасшӑнччӗ, статьяна та пуҫланӑччӗ, анчах пичетлесе кӑларма май ҫитмерӗ. Тӗрлӗ ӗҫсем чӑрмантарчӗҫ (алли ман иккӗ кӑна та, чӑн та тӑватӑ аллӑн ӗҫлеме йывӑр ҫав — Яндекс.Куҫаруҫӑ валли мӑшӑрсем пухасси вӑхӑта чылай ҫисе ярать). Ҫавах та ку ыйту тавра шӑв-шав пушшех те ҫӗклемесӗр хӑварма май ҫук.

Чӑваш халӑхӗн литературине халалланӑ музейӗн, уйрӑмах Константин Иванов ячӗпе хисепленекенскерӗн, пуҫелӗкне вырӑсла шаплаттарса хуни чӑн та питӗ тӗлӗнмелле япала. Кун пирки ӑна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах халӑх шавла пуҫларӗ-ха. Валери Туркай та, ЧНК конгресӗнчи президиум пайташӗсем те ҫак ӑнланма йывӑр япала пирки пӑшӑрханса каларӗҫ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни пирки эпир хамӑр та музейӗн заведующийӗпе ҫыхӑнтӑмӑр. Пире вара пуҫелӗкӗ ҫеҫ вырӑсла пулни ҫинчен, музей пирки вара тӳрех виҫӗ чӗлхепе ҫырса хуни пирки (ҫав шутра чӑвашла тата акӑлчанла) каласа пачӗҫ. Пуҫелӗке хатӗрленӗ чухне тӳрех вырӑсла та чӑвашла та туни пирки пӗлтерчӗҫ, анчах, имӗш, Шупашкар хулин чиновникӗсем (чӑвашла манса кайнисем пулас) вырӑслине суйласа илнӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Компарти хатӗрленӗ медаль. Вячеслав Ильин танӑ сӑн
Компарти хатӗрленӗ медаль. Вячеслав Ильин танӑ сӑн

Кӑҫал Чӑваш Республики пирӗн патшалӑхӑн автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫак ятпа республика влаҫӗсем ятарлӑ медаль те хатӗрленӗччӗ, унпа «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторне Аҫтахар Плотникова та чысланӑччӗ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх медале Раҫҫей компартийӗн Тӗп Комитечӗ те хатӗрленӗ. Нумаях пулмасть Мускав хулинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн компетентлӑ комиссийӗ ҫак медальпе кама чысламалли йыша РФ Патшалах Думине тӑратнӑ. Тин кӑна Мускавран таврӑннӑ пирӗн корреспондент Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Компартийӗн Тӗп Комитечӗ Чӑваш Енри ҫак ҫынсене наградӑлама йышӑннӑ:

• Юхма Мишши, чӑваш халӑх ҫыравҫи;

• Анатолий Кипеч, чӑваш халӑх ҫыравҫи;

• Лидия Филиппова-Михайлова, ЧР Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗ;

• Николай Лукианов, юрист, Чӑваш Наци конгресӗн президиум пайташӗ;

• Наталья Володина, патшалӑх деятелӗ, журналист;

• Владимир Долгов, РФ, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗсен пайташӗ;

• Юрий Тарасов, «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи;

• Анатолий Аринин, хастарҫӑ;

• Олег Самана, юрӑҫ, бард;

• Венера Изратова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкул директорӗ;

• Любовь Григорьева, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ;

• Светлана Рожкова, Муркаш районӗнчи Муркаш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен;

• Людмила Трофимова, палла усламҫӑ, ял хуҫалӑх таварӗсем туса кӑлараканӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1169, 1170, 1171, 1172, 1173, 1174, 1175, 1176, 1177, 1178, [1179], 1180, 1181, 1182, 1183, 1184, 1185, 1186, 1187, 1188, 1189, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...