Политика
![]() agrarian.council.gov.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ ҫӗршыв сенаторӗ, Федераци Канашӗн элчи Николай Федоров пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Вӑл деклараци тӑратнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федоров пӗлтӗр 6502875 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн мӑшӑрӗ вара – 793839 тенкӗ. 2019 ҫулпа танлаштарсан, Николай Федоров ҫавӑн чухлех ӗҫлесе илнӗ. Сенаторӑн харпӑрлӑхӗнче 265 тӑваткал метрлӗ хваттер пур, арӑмӗн – виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, пурӑнмалли икӗ ҫурт, виҫӗ хваттер. Кунсӑр пуҫне экс-президент хваттерпе, дачӑпа, «ГАЗ М-21» машинӑпа усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ. «Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ. Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nerulife.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче хуҫасӑр йытӑсене усрамалли приют уҫӗҫ. Ку хыпара Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫавна май вӑл приюта хатӗрленипе те паллашнӑ. Сӑмах май каласан, кӳкеҫсем хуҫасӑр йытӑсем йышлине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах пӗлтеретчӗҫ. Ун пеккисем ытти тӑрӑхра та пур. Йытӑсене персе пӑрахма юрамасть – чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакӑн пирки вӗҫӗмех сӑмах хускатаҫҫӗ. Приют тума республика хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ 8 миллион тенкӗ. Хуҫасӑр йытӑсене район центрӗнчи ветеринари станцийӗ пулнӑ вырӑнта усрӗҫ. Малтанласа унта 15 йытӑ усрамалӑх вырӑн пулӗ, республика хыснинчен укҫа уйӑрсан – 150 йытӑлӑх. Приютра ӳлӗмрен ҫулталӑкне 3 пине яхӑн йытта стерилизацилеме, вакцинацилеме тата сиплеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() time56.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ икӗ уйӑхра кӗсйине 800 пин ытла тенкӗ чикнӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӑл суя документсем хатӗрленӗ. Ҫапла вӑл почта уйрӑмӗн кассине хӑйӗн 860 пин тенкине хунӑ имӗш. Документсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав укҫа пуҫлӑхӑн счечӗ ҫине куҫнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗҫри компьютерпа усӑ курса куҫарнӑ. Приговор вуланӑ чухне хӗрарӑм тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнине, унӑн пӗчӗк ачасем пулнине шута илнӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорне Валерий Туркая Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, Валерий Туркая «наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫӗнчи хастарлӑхшӑн» чыслӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫак эрнере республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Пётр Краснов Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне Валерий Туркай кӗнекисене парнеленӗ. Ҫакна та палӑртмалла: чӑваш халӑх поэчӗ паян 60 ҫул тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ. Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан тепӗр ҫын миллионера тухнӑ. «Столото» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 5 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Анчах хальлӗхе укҫана илес ыйтупа килмен-ха. Паян «Спортлотора» пирӗн ентеше ӑннӑ. Вӑл 28, 8, 21, 13, 34, 4 хисепсене пӗлсе суперпарнене, 5030476 тенкӗ, выляса илнӗ. «Столото» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын укҫа патне килмен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл билета киоскра 400 тенкӗпе туяннӑ. Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,2 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре виҫӗ кун ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кӑнтӑрти районсенче сывлӑш 24 градус таранах ӑшӑннӑ, 30 градус ӑшӑ пек туйӑннӑ. Кунашкалли республикӑра 50 ҫула яхӑн пулман. Паян вара кӑштах сивӗрех. Канмалли кунсенче 12-17 градус ӑшӑ тӑрӗ-ха, ҫил лӑпланӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, вырсарникун вара пӗлӗтленӗ. Тунтикун татах сиветӗ. Ҫӗрле «минус» пулӗ, кӑнтӑрла хӗвел пӑхать пулин те 6-11 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрне варринче те сивӗ пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ, 12-17 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкарта тата тепӗр ача инкеке лекнӗ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртри 5-мӗш хутран персе анма тӑнӑ. Ача пулӑшма чӗннине Вениамин Егоров ятлӑ ҫын илтнӗ. Турра шӗкӗр, вӑл инкек ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Йӑлтах темиҫе ҫеккунтра пулса иртрӗ. Эпӗ чӳрече патне чупса пынӑ чухне арҫын ача пиллӗкмӗш хутӑн карнизӗнчен ҫакӑнса тӑратчӗ. Эпӗ аялтан алӑпа тытрӑм, вӑл ман алӑ ҫине, унтан курӑк ҫине персе анчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын журналистсене. Вениамин Егоров ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравласа янӑ. Халӗ арҫын ачан сывлӑхӗ аптӑрасах каймасть. Ӑна реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |