Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнче иномарка ҫунма пуҫлани пирки пушарнӑйсем патне хыпар ҫитнӗ. Вӑл мӑкӑрланнине чи малтан автомастерской ҫыннисем асӑрханӑ. Ара, машина вӗсенчен инҫех мар ҫуннӑ.

Ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах ҫак ӗҫе кам тунине те палӑртмалла-ҫке-ха. Полицейскисем машна хуҫиех айӑплӑ тесе шухӑшланӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.

41 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл «Тайотӑна», 2008 ҫулта кӑларнӑскере, темиҫе уйӑх каялла туяннӑ. Хайхискер ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн лавккана кайса ҫунакан шӗвек илнӗ те машинӑна сапса ҫунтарса янӑ. Унран тимӗр каркас ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

 

Культура

Ҫул уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти музыка училищинче Питӗрти тӗлӗнтермӗш музыкҫӑсемпе: Павел тата Мария Степановсемпе – тӗлпулу иртӗ.

Павел – аранжировщик, Питӗрти Параппанҫӑсен парачӗн инструкторӗ, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн Рекордсен кӗнекине, 2019 ҫулта тӗнчери Гиннесс кӗнекине кӗнӗ, преподаватель, Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен жюри пайташӗ, Раҫҫейри тата Европӑри «Rudimental start by Pavel Stepanov» тытӑм авторӗ, рудименталлӑ «Sky Rhythm» параппан ушкӑнӗн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсем валли ҫырнӑ пьесӑсемпе кӗнекесен авторӗ.

Мария – пӗчӗк параппан валли ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ, Мравинский ячӗллӗ музыка шкулӗн ҫапса каламалли инструментсен класӗн преподавателӗ, Питӗрти «ФОРМУЛА РИТМА» параппанҫӑсен ушкӑнӗн йӗркелӳҫи.

 

Тӗнчере
Кушак
Кушак

«Йӗкехӳреллӗ хуласен» танлаштарӑмӗнче Чикаго ултӑ ҫул ӗнтӗ чи малти вырӑна йышӑнать.

Tree House общество организацийӗ «Кушак ӗҫӗ» компание ирттернӗ май 2021 ҫул тӗлне Чикагора пурӗ пин кушак кӑларса янӑ. Чӗрчунсене вӗсем 2012 ҫултанпа хула районӗсене шӑшисемпе йӗкехӳресенчен хӑтарас тӗллевпе илсе килсе яраҫҫӗ.

Tree House-а лекнӗ хыҫҫӑн кушака малтан ҫуса тасатаҫҫӗ, кастараҫҫӗ, кайран вара кӑшлакан чӗрчунсем йышлӑ ӗрченӗ ҫурта е коммерциллӗ пӳлӗме пурӑнма яраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуҫисен кушака апатпа, шывпа тивӗҫтермелле, вӗсене пӑхсах тӑмалла. Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах.

Tree House ҫакна та палӑртать: ку программӑра вӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула приюта каялла леҫме май ҫук кушаксемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсен малтанхи ҫуртне ишнӗ пулсан. Унсӑр пуҫне, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа паракан хыпарта вӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: программӑра вӗсем кил таврашӗнче пурӑнма хӑнӑхман, тискерленсе кайнӑ кушаксене ҫеҫ явӑҫтараҫҫӗ.

Tree House ӗҫченӗ Сара Лисс каласа панӑ тӑрӑх, клиентсене йӗкехӳресем нумайланса кайни питӗ килӗшмест.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарта ҫынсем валли тепӗр тӗрлӗ кану хатӗрленӗ. Хулара пурӑнакансем «MeGo» электросамокатсемпе ярӑнма пултарӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, хула ертӳҫисем ҫӗнӗ йышши пулӑшу кирлине ӑнланаҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул ҫул тӗлне электросамокатсен тӳпи икӗ урапаллӑ транспорт рынокӗнче 14,5 процент таран ӳсӗ. «Халӑх ыйтнине шута илмелле, меллӗ конкуренци валли май туса памалла», — тесе палӑртнӑ сити-менеджер.

Электросамокатсемпе «MeGo» приложени урлӑ усӑ курма май пур. Унта хака, карттӑна тата парковка точкисене кӑтартнӑ. Электросамокатпа сехетре 25 километртан ытла кайма юрамасть.

 

Вӗренӳ
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

115 миллион тенкӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова. Кун пирки Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Ку укҫапа Росгварди ҫыннисене е харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫченӗсене тытма пулать. Пӗтӗмпе республикӑра 412 шкул шутланать. Пуринче те хурал ӗҫне пӗлекен ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ.

2018 ҫулта Керьчри шкулта инкек пулнӑ хыҫҫӑн республикӑри шкулсенче видеосӑнав, тимӗр шыракан хатӗр, полици чӗнмеллли пускӑч вырнаҫтарнӑ, ҫурт тавра карта тытнӑ, турникетсем лартнӑ.

Халӗ Хусанти гимназире инкек пулнӑ хыҫҫӑн шкулсене профессионал хуралҫӑсем сыхлас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хулинчи пӗр автомобилист ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула машинӑна ватса пӑрахнишӗн яваплисенчен укҫа шыраса илме шухӑш тытнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.

Ҫул ҫинчи инкек хулари Ленин районӗнче пулса иртнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул япӑххине палӑртса акт ҫырнӑ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫул шӑтӑк-путӑк пиркиех инкек пулса иртнӗ. Автомобилист ҫул ҫинчи путӑка курман, вӑл пур тесе шухӑшлама та пултарайман.

Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хулана хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем водитель машинӑна хӑвӑрт хӑваланӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ та май килмен.

Суд водителе майлӑ пулса 75,3 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Водитель машинӑна юсаттарма шӑпах ҫавӑн чухлӗ укҫа тӳленӗ иккен. Маларах асӑннӑ управленин кунсӑр пуҫне тата автомобилист экспертиза ирттерсе тӑкакланнӑ 5 пин тенке, машинӑна туртса кайнишӗн тӳленӗ 3 пин тенке, ҫавӑн пекех 2459 тенкӗ патшалӑх пошлинине саплаштарма тивӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Урамра ҫу уйӑхӗ мар, ҫулла тейӗн. Чӑнах та, ҫу кунӗсем ҫур уйӑх маларах ҫитрӗҫ. Анчах кун пек шӑрӑх хыҫҫӑн сивӗ пулса пахча ҫимӗҫе пӗтермест-и? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?

Ҫитес эрнере те 30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ҫапах шыва кӗме тӑхтамалла. Сезон уҫӑлман, шыв та хальлӗхе ӑшӑнман. Ҫитес вахӑтра тӑм ӳкес хӑрушлӑх ҫук. Ҫӗрле те 15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫапах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать.

Ҫу уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ: 33 градуса ҫитӗ. Канмалли кунсем тӗлне 20-25 градуса анӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗтес умӗн ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. Ку, ахӑртнех, уйӑх вӗҫӗнче пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗн ӗҫченӗ машина урапи айне пулнӑ. Инкек браконьерсене тытса чарма хӑтланнӑ чух сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫи урине хуҫнӑ.

Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑсса пулӑ тытакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсаканни 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Ывӑлне пулӑшма 60 ҫулти ашшӗ машинӑпа персе ҫитнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын йӗрке хуралҫисенчен тарса ӳкес тесе пакунли ҫинех пырса кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 60 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчен кайса ҫухалнӑ, ывӑлӗ ҫыран хӗррипе чупса тарнӑ.

Вӗсене каярах ҫапах та тытса чарма май килнӗ. 60 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Браконьер вара пулла саккуна пӑсса тытнӑшӑн явап тытӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Канаш хулинчи хӗрарӑм-усламҫӑна автор правине пӑснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ пиратла компьютер программисемпе усӑ курнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пират программисемпе Канаш хӗрарӑмӗ 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен усӑ курнӑ. Кунта сӑмах лицензисӗр бухгалтер программисем пирки пырать. Программӑсен чӑн хуҫине усламҫӑ 513 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Канашри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 146-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Пират программипе усӑ курнӑ тӗслӗхе Канашри суд тишкерӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сӑнӳкерчӗкӗ
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сӑнӳкерчӗкӗ

25 ҫул каялла ҫак кун Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче техногенлӑ пысӑк авари пулнӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем сывлӑхне шеллемесӗр аварипе кӗрешнӗ, ҫавӑнпа ку экологи катастрофине ҫаврӑнман.

1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче тиев турттаракан пуйӑс рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Цистернӑсенчен вун-вун тонна дизтопливо тата фенол тӑкӑннӑ. Вӑл самантрах хыпса илнӗ.

Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле тӳпенелле тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, йӑлтах ҫуннӑ. Пушар вӑрман ҫине куҫнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме республикӑн пур кӗтесӗнчен те килнӗ.

Фенол ҫунсан наркӑмӑшлӑ пӑс кӑларать. Ку лару-тӑрӑва тата йывӑрлатнӑ. Пушарнӑйсем ҫакна ӑнланнӑ пулин те каялла чакман, пушара сӳнтернӗ. Ун чухне ҫулӑмпа кӗрешнӗ 105 ҫын наркӑмашланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1173, 1174, 1175, 1176, 1177, 1178, 1179, 1180, 1181, 1182, [1183], 1184, 1185, 1186, 1187, 1188, 1189, 1190, 1191, 1192, 1193, ... 3900
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 24

1887
138
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
59
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...