Статистика
![]() ЧР ветеринари служби тунӑ сӑн Кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче республикӑра 11 ҫын тискер чӗрчун ҫыртнинчен шар курнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗпе паллаштарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, тискер чӗрчунсем ҫынсене ҫыртнӑ тӗслӗх икӗ хут нумайланнӑ. Пӗлтӗр 6 ҫын шар курнӑ пулсан кӑҫал – 11. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта чӗрчунсем 556 ҫынна ҫыртнӑ. Вӗсенчен 128-шӗ – ачасем, 428-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() topdialog.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫав кун поселокра 5-7 ҫулсенчи ача велосипедпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – вӑл пӗвене кӗрсе ӳкнӗ те унтан тухайман, вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем ача мӗнле вилнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Патӑрьелте Кепе юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Ку хыпар прокуратурӑна та ҫитнӗ. Ведомство пулӑсем мӗншӗн вилнине тӗпчет. Патӑрьел районӗн прокуратури кун тӗлӗшпе тӗрӗслев йӗркеленӗ. Пулӑсем вилнине ҫынсем асӑрханӑ, кун пирки тивӗҫлӗ органа пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн прокуратура ӗҫ-пуҫа куҫран вӗҫертмест. Ку ӗҫе ытти тӗрӗслев органне те явӑҫтарӗҫ. Вӗсем те тивӗҫлӗ тӗпчев ирттерӗҫ. Сӑмах май, пӗр икӗ ҫул каялла Ҫӗрпӳ районӗнче те пулӑсем нумаййӑн вилнӗ тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне «Бекон» предприяти тӗлӗшпе тӗрӗслевсем иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() otr-online.ru сайтри сӑн Шупашкарта арҫын чӳречерен тухса укнӗ. Шел те, вӑл вилмеллех суранланнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ. Ку инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Хевеш урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен арҫын тухса ӳкнӗ. Инкек вырӑнне полицейскисем, следовательсем ҫитнӗ. Арҫын 40 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин арҫын мӗншӗн тухса ӳкнине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() rueconomics.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗше пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестици платформи пирки каланӑ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, унтан ун патне «сайт менеджерӗ» шӑнкӑравланӑ та ку ӗҫпе пулӑшма шантарнӑ. Ҫав хӗрарӑм каласа пынипе вӑл темиҫе кунра тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Тепӗр эрнерен хайхискер пӑшӑрханса ӳкнӗ те сайтран укҫине кӑларма шутланӑ. Анчах ку ӗҫе вӑл пурнӑҫлайман. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейус ҫул тухӗ. Вӑл хула урамӗсемпе ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ҫӳрӗ. Троллейбус 1-мӗш маршрутпа кайӗ. Троллейбусри кондуктор ҫар тумӗпе пулӗ, салонра вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кӗвӗ янӑрӗ. Билет хакӗ ахаль троллейбусри пекех пулӗ. Ку маршрут buscheb.ru картта ҫинче «р» саспалли пек курӑнӗ. Палӑртмалла: ЗИУ-5 тролейбуса 1964 ҫулта кӑларнӑ, халӗ вӑл пысӑк уявсенче ҫеҫ ҫула тухать. Ҫӗнӗ ҫулта унпа Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() krasnoyarsk.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман. Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ. Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ. Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянтанпа — ҫӗнӗ пресс-секретарь. Хушӑва республика ертӳҫи хӑй алӑ пуснӑ. Пресс-секретарь пулма Борис Краснова ҫирӗплетнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Маларах вӑл Росреестр ертӳҫин пулӑшуҫинче, Ингушети пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи-канашҫинче, «Опора России» (чӑв. Раҫҫей тӗрекӗ) президент организацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. Борис Краснов РФ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службине те ертсы пынӑ, «Химпромра» та, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче те тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ecokygesi.ru сайтри сӑн Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче 10 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл урама уҫӑлма тухса кайнӑ та таврӑнман. Арҫын ача киле таврӑнманни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре хыпар пулнӑ. Паян лайӑх хыпар ҫитнӗ. 10 сехет те 50 минутра арҫын ачана тупнӑ. Ӑна 45 ҫын шыранӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – поселокри ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗн хуйхинчен айккинче юлманнисем. Вӗсем арҫын ачана поселок ҫывӑхӗнчи вӑрманта, ҫывӑхри вырӑнсенче шыранӑ. Ҫухалнӑ хыҫҫӑн ирхине ачана Шупашкарта курнӑ. Ӑна пӗр хӗрарӑм Кӳкеҫе хӑйӗн машинипе леҫсе янӑ. Анчах арҫын ача хӑйне лавкка умӗнче хӑварма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн та вӑл киле кайман-мӗн, поселокра ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Перепелкин Сергей Станиславович ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ те шыраҫҫӗ. Арҫын тӑванӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Унӑн ун чухне тусӗсемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл кампа тӗл пулнине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ. Анчах тупайман, ҫавӑнпа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хӑй Сергей Перепелкин Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тухса кайнӑ кун вӑл хура ветровка, хӗрлӗ кроссовка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |