Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.
Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче.