Персона
![]() Альберт Айзман 9 кун каялла, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, вырӑсла ҫыракан чӑваш ҫыравҫи Альберт Николаевич Айзман вилсе кайнӑ. А.Н. Айзман 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче Николай Айзман драматург ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, тайгара вӑрман каснӑ, Совет Ҫарӗнче авиатор пулса хӗсметре тӑнӑ, Шупашкарти ҫар оркестрӗнче музыкант пулнӑ, чылай хушӑ тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче слесарь, мастер, рабочи пулса ӗҫленӗ. Ун пӗрремӗш калавӗ 1970 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра пичетленнӗ. Тата темиҫе ҫултан «Дружба» альманахра «Чёрная звезда» приключениллӗ повеҫӗ тухнӑ. Унӑн «Перламутровые волны» (2014), «И все вернется на круги своя» (2016), «Прощальный поход» (2018), «Двое из богемы» (2021) калавсемпе повӗҫсен пуххисем вулакансем патне ҫитнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне автор хӑй укҫи-тенкипе пичетлесе каларнӑ, "Прощальный поход" вара Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑртан пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемчченхи Шупашкар пурнӑҫне витӗмлӗн уҫса панӑ, ҫын чун-чӗри мӗнле сӑлтавсене пула улшӑнса пынине сӑнланӑ. |
Культура
![]() Twitter сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнине, унта чӑвашла ҫыракансем хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ирттерет. Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ. «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100,0 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Степанов текех директор мар ӗнтӗ. Скриншота cit.cap.ru сайта ӗнер кӑнтӑрла иртсен тунӑ Чӑваш Енӗн «Информаци технологийӗсен центрӗ» автономи учрежденийӗн директорне ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 29-иӗшӗнче кӑларнӑ. Асӑннӑ организацире пуҫлӑх пулса Михаил Степанов тӑрӑшнӑ. Михаил Владимировича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Директора ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Информаци технологийӗсен центрӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пулманни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтерер: вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулӗ. Алексей Ладыков ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Нумайӑшӗ Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗшӗн Андрей Петровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла майапа вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Президент пепкелӗх центрӗ тунӑ сӑн Шупашкарта 3 уйӑх каялла 600 грамм таякан хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Мария ят хунӑ. Пӗчӗкскер 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ хӑйне япӑх туйнӑран ӑна кесарево тунӑ. Кӑшт каярах хӗрарӑма киле янӑ, ачана вара тухтӑрсем пӑхнӑ, вӑй илме пулӑшнӑ. Хӗрача малтан ача ҫуратмалли пӗр ҫуртра выртнӑ. 1,5 уйӑхран ӑна Президент пепкелӗх центрне куҫарнӑ. Унта вара амӑшне те пӗрле вырттарнӑ. Ача ӳт хушма тытӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӑл 2400 грамм тайнӑ. Ҫак кунсенче Марийӑна киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ. Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росгварди тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын артиллери снарячӗ тупнӑ. Вырӑна взрывотехниксем килсе ӑна тӗрӗсленӗ. Снаряда ОМОН ӗҫченӗсем ҫак районтах тӗп тунӑ. Тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 125-миллиметрлӑ снаряд танк туппин пулнӑ. Ӑна 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче туса кӑларнӑ. Ҫар припасне сирпӗнесрен хӳтӗлекен контейнерта Росгвардин пемелли ҫар вырӑнне илсе тухнӑ, ӑна хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнса тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 700-let.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакан Любовь Горская «Ҫурт-йӗр лотерейинче» виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер выляса илни пирки пӗлнӗ. Вӑл 3 миллион тенкӗ тӑрать. «Унччен ҫур ҫул лотерейӑна хутшӑнмарӑм. Киоска килсен сутуҫӑсем эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт пулманни пирки кӑсӑкланчӗҫ. Эпӗ вӗсене хальхинче пысӑк парне патне килнине каларӑм», - аса илнӗ хӗрарӑм. Ун чухне вӑл 1 билет ҫеҫ туяннӑ. Анчах эфира хӑй курман, билета тепӗр кун тӗрӗсленӗ. Хӗрарӑм хваттер вырӑнне укҫа илессине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна ывӑлне парӗ. Любовь малтан хими предприятийӗнче ӗҫленӗ, училищӗре вӗрентнӗ. Халӗ вӑл дачӑра канать, мӑнукӗсен ачисене пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен! Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ. Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ. Ак, хайхи, хуравӗ килчӗ пулать. Конверт шеллемен, «Раҫҫей Почтипех» янӑ. Тӗрӗссипе хурав ҫав кунах пулнӑччӗ. Хамӑр вырӑнти комиссинчен хӗрарӑм шӑнкӑравларӗ, вӑл комисси пайташӗ иккен, анчах ятне-хушаматне каламарӗ. Эп калаҫнӑ майра чӑвашла пӗлмест терӗ, ҫавна май ӑна каҫарма ыйтрӗ. Тата ӗнтӗ суйлав вырӑнӗ хальхинче улшӑнни пирки вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗ. «Вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-ха, — тетӗп, — анчах сӑмахӗ ун пирки мар вӗт-ха, патшалӑх чӗлхипе усӑ курасси пирки». Хайхи ӗнтӗ, ку суйлавҫӑ ӑҫта килмеллине пӗлет тесе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех тунӑ тесе лӑпланчӗҫ пулас. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |