Паян Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Борис Моисеев вилнӗ. Кун пирки унӑн арт-директорӗ Сергей Горох пӗлтернӗ.
Борис Моисеев 68 ҫулта пулнӑ. Ӑна хӑҫан пытарассине, унпа хӑш кун сыв пуллашассине хальлӗхе пӗлтермен. Палӑртмалла: 2010 ҫулта унӑн инсульт пулнӑ. 2015 ҫулта вара — микроинсульт. Унтанпа артист сцена ҫине тухман.
Юрӑҫ 1954 ҫулта Беларуҫре ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вӑл Алла Пугачевӑн труппине лекнӗ. 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара хӑй тӗллӗн юрлама пуҫланӑ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ирттернӗ, хореограф, режиссер, юрӑҫ пулнӑ.