Республикӑра
![]() Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта юсассипе ҫыхӑннӑ проекта патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара юсав ӗҫне хӑҫан тытӑнассине пӗлтӗмӗр. Калӑпӑшлӑ ҫав ӗҫ ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӗ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Фейсбукра пӗлтернӗ. «Вӑрӑм хатӗрленӳ тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Шупашкар аэропортне юсамалли проект (ку ӗҫ уйрӑмах хӑрушӑ тата техника енчен кӑткӑс шутланать) Раҫҫейӗн тӗп экспертизи витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти аэропорт Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентствине юсав ӗҫне тытӑнма ирӗк илме хутпа тухма хатӗрленет», — пӗлтерет министерство. Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хысҫӑн унӑн лаптӑкӗ 5,5 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. 10 хута яхӑн усӑ курман иккӗмӗш хутпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Самолет патне иккӗмӗш хутран тухмалла тӑвӗҫ, аялта пассажирсене тӗрӗслемелли, регистрацилемелли тата багаж парса илмелли вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ. Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ. Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тельман урамӗнче хулан 10 сотка ҫӗрне ярса илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 982 тӑваткал метра. Росреестр управленийӗ арҫынна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унтан ведомство суда тавӑҫ тӑратнӑ, ҫав ҫынна ҫӗр лаптӑкне пушатма ыйтнӑ. Лешӗ вара ярса илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ тавра карта тытнӑ пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Мускав районӗн сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Анчах лешӗ ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ака уйӑхӗнче суд арҫын ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Ҫавна май суд йышӑнӑвӗ ҫав кунах саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Арҫын ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн пушатмасть тӗк ку ӗҫе суд приставӗсен тума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() nostrablogers.ru сайтри сӑн Тӳре-шара та халӑх тетелӗсенче страница уҫнӑ. Юлашки вӑхӑтра «Инстаграм» анлӑ сарӑлчӗ. Тик-Ток та унран юлмасть. Тӳре-шара ку халӑх тетелӗнче те ларать. Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу та Тик-Токра видеосем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Тухтӑрсем реанимобильте экскурси ирттереҫҫӗ, искусственнӑй майпа сывлаттармалли аппарат мӗнле ӗҫленипе паллаштараҫҫӗ, вертолетран курӑнакан тавралӑха та ӳкереҫҫӗ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрсем аккаунта нумаях пулмасть уҫнӑ. Апла пулин те унта видеосене пӑхакансем самай. Медсестрасем экскурси ирттернине, тӗслӗхрен, 116 пин ҫын пӑхнӑ. Паллах, шурӑ халатлисем видеосене ӗҫ вӑхӑтӗнче мар, ун хыҫҫӑн е канмалли кун ӳкереҫҫӗ. Кӗҫех вӗсем пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() oreanda.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 25585 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсен 91,3 проценчӗ сывалнӑ. Ку 23358 ҫынпа танлашать. Юлашки вӑхӑтра ку амакран кунне 1 ҫын вилетчӗ. Ӗнер тата паян вара 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтернӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 1419 ҫын чирлесе вилнӗ. Юлашки талӑкра 49 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 45 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе килте 807 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() umka-sait.ru сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин ачаллӑ ҫемьесене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене укҫан пулӑшасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет. Аса илтерер: Владимир Путин ку категорие кӗрекен ҫынсене укҫа парасси пирки Федераци Канашне янӑ ҫырура каланӑччӗ. Хушупа килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа тулли мар ҫемьере ҫитӗнекен 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи парӗҫ. Ку ачана уйӑхра пурӑнма кирлӗ чухлӗ виҫен ҫуррипе танлашать. Раҫҫейре вӑтамран – 5600 тенкӗ. Пепке кӗтекен хӗрарӑмсене, шута 12 эрнеччен тӑракансене, уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ виҫен ҫуррине тӳлеме тытӑнӗҫ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен 7 ҫул тултарман ачапа больничнӑй илнӗшӗн ӗҫ укҫине 100 проценчӗпех тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер тӳпере тепӗр ҫалтӑр сӳнчӗ. Валерий Раштав поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫӗн пысӑк пайне Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ирттернӗ. Валерий Самойлов Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче 1975 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти шкула пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. Унӑн сӑввисем чӑваш эстрадинче анлӑ сарӑлнӑ. Чылай юрӑҫ Валерий Раштавӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарать: Фарида, Алексей Наумов, Сергей Павлов, Елена Бриз, Алексей Московский… Валерий Раштав сӑввисене «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», «Кушак ҫури», «Телей кайӑкӗ» ятлӑ кӗнекесенче пичетлесе кӑларнӑ. |
Ҫул-йӗр
![]() Самолётсем кӑҫал та Шупашкартан Симферополе вӗҫӗҫ. Крыма кӑҫал пӗлтӗрхинчен иртерех — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнченех — ҫӳреме тытӑнӗҫ. Тепӗр тесен, кӑшӑлвируса пула Шупашкарти аэропорт пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ. Симферополе кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Nordwindairlines» авиакомпани самолёчӗсем юнкунсерен тата вырсарникунсерен юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗ таран хутлӗҫ. Шупашкартан самолёт 12 сехет те 10 минутра хускалӗ, Крымӑн тӗп хулине 15 сехет те 5 минутра ҫитӗ. Симферопольтен самолёт 8 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 11 сехет те 20 минута Чӑваш Ене ҫитӗ. «Smartavia» (Нордавиа) компани эрнекунсерен вӗҫӗ. Унӑн вӗҫев программи — ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шупашкартан самолет 9 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ, палӑртнӑ вырӑна 12 сехете ҫитӗ, Симферопольтен 6 сехетре хускалӗ 8 сехет те 30 минута Шупашкарта анса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорта тинех юсаса ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслессине, вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Юсав ӗҫне экспертсем тинех ырланӑ. Апла пулсан аэропорта ҫывӑх вӑхӑтра юсама тытӑнӗҫ. Кун пирки Шупашкарти аэропорт Инстаграмри хӑйӗн страницинче, сторисра, пӗлтернӗ. Юсав ӗҫне 2022 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫласа пӗтересшӗн. Реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ. Поэт палӑртнӑ тӑрӑх «Шуйттан чури» трагедин иккӗмӗш пайӗнче халӑх вӑрҫӑра вилнисене пытарать, анчах шуйттан килсе тухнипе ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вилнисен шӑтӑкӗсене чун сыхлавҫисем тӑпрапа витеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче – ӗҫ-пуҫ ҫулталӑк иртсен. Амӑшӗпе икӗ ача пурӑнакан киле кӗрсе шуйттан вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерет. Анчах аҫа ҫапать те кунӑн чунне те илсе каять. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.