Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера труппин малтанхи солисчӗсенчен пӗри пулнӑ Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Пулас артисткӑн ачалӑхӗ Минск облаҫӗнчи Лебедево ялӗнче иртнӗ. Белоруссинчи патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра ҫамрӑк артистка сцена ҫине пуҫласа 1967 ҫулта тухнӑ, К. Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ оперӑра вылянӑ.

Тамара Михайловна каярах аса илнӗ тӑрӑх, ӑна Чӑваш драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Ольга Ырсем нумай пулӑшнӑ, илемлӗ те пуян чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхне уҫса панӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри виҫӗ интернатра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑва пӑрахӑҫлӗҫ.

Унта пурӑнакансенчен тата ӗҫлекенсенчен 75 процентне ытла ковидран прививка тунӑ, ҫавна май чарӑва пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Кунта сӑмах Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри, Йӗпреҫ поселокӗнчи тата Патӑрьел районӗнчи Трухати интернатсем пирки сӑмах пырать.

Вӗсенче 1026 сусӑр пурӑнать, 400-е яхӑн ҫын ӗҫлет. Вӗсен 14 кунлӑ изоляцие пӑхӑнма тиветчӗ. Асӑннӑ интернатсенче ӗҫлекенсене малашне эрнесерен ҫӗнӗ кӑшӑлвирусран тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫавӑн пек тӗрӗслеве организмра G иммуноглобулин пуличченех ирттерӗҫ.

 

Сывлӑх
news.obozrevatel.com сайтри сӑн
news.obozrevatel.com сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 796 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Ку таранччен 25730 ҫын ҫак амакпа чирленӗ. Вӗсенчен 23507-шӗ сывалнӑ. Ку 91,4 процентпа танлашать.

Юлашки талӑкра 3 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 1427 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: ку статистикӑна кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсене ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Ҫак вируса пула чир аталанса пурнӑҫран уйрӑлнисем статистикӑна лекмеҫҫӗ.

Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленӗ, 49 ҫын сывалнине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫын ӗҫ вырӑнӗнче суранланнӑ. Унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Куншӑн унӑн пуҫлӑхӗ явап тытнӑ.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын эстакадӑран пилорамӑна пӗренесем панӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл эстакада ҫине ӳкнӗ, ӑна пӗрене хӗстерсе лартнӑ. Ун чухне сывлӑхне самаях йывӑр сиен кӳнӗ.

Куншӑн директорӑн ҫумне, 58 ҫулти арҫынна, явап тыттарнӑ. Суд вӑл ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ тесе палӑртнӑ та штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72102
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Пӑрачкав районӗнче ҫамрӑк мотоциклист микроавтобус айне пулса вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче Пӑрачкав ялӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. 22 ҫулти каччӑ «Фольксваген-Транспортер» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Шел те, каччӑ вилнӗ. Унӑн водитель прави те пулман, хӑй шлем та тӑхӑнман. Вӑл пульницӑна илсе кайнӑ чухне вилнӗ.

Микроавтобус рулӗ умӗнче 25 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, мотоциклист ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72098
 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ.

Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет».

Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ.

Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет.

 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.

Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72073
 

Хӗсмет
kirov.kp.ru сайтри сӑн
kirov.kp.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман.

Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72075
 

Сывлӑх
 rusplt.ru сайтри сӑн
rusplt.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 800 пациент сипленет. Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 1 ҫын нумайрах пулнӑ.

Вилекенсем те пулнӑ. 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ каварлӑ вируса пула татӑлнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 25682 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 23458-шӗ сывалнӑ.

Ку таранччен республикӑра 1424 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку чирленӗ ҫынсен 5,5 проценчӗпе танлашать.

 

Сывлӑх
politryk.ru сайтри сӑн
politryk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу бригадисене видеорегистраторсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакна вӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ. Ҫапла васкавлӑ медпулӑшу тухтӑресене онлайн-режимра сӑнмама та май пулӗ.

Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрне пӗтӗмпе 160 видеорегистратор парӗҫ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу каретисене тата медицина бригадисене лекӗҫ.

ЧР Экономика министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫапла пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне парасси тата тухтӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗ онлайн-режимра пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72085
 

Страницӑсем: 1 ... 1145, 1146, 1147, 1148, 1149, 1150, 1151, 1152, 1153, 1154, [1155], 1156, 1157, 1158, 1159, 1160, 1161, 1162, 1163, 1164, 1165, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.