Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ.
Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ.
«Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет.