Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать темелле. 1 миллиона ҫитме 15 пин кӑна юлчӗ. Иртнӗ уйӑхра кӑна эпир 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр. Ҫапла май мӑшӑрсен йышӗ хальхи вӑхӑтра 985 034 ҫитрӗ. Тен, тата та ытларах тӑвайнӑ пулӑттӑмӑр пулӗ — анчах йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑмӑр. Йывӑрлӑхӗсем, яланхи пекех, вырӑсла кӗнекесемпе ҫыхӑнчӗҫ. Калӑпӑр, Рафаэлло Джованьолин «Спартакне» халӗ те мӑшӑрласа ҫитермен — сӑлтавӗ вара тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ текстсем пире тивӗҫтерменнинче. Ҫавӑн пекех Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» ятлӑ Н.Э. Бауман ҫинчен ҫырнӑ повеҫӗн текстне йӗркелесе ҫитертӗмӗр, анчах каллех тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан текст чӑвашла куҫарупа тӳр килмест (малтанах пӗлтерсеччӗ: Иосиф Сталин вилнӗ хыҫҫӑн чылай хайлава ҫӗнетнӗ; чӑвашла вара малтанхи варианта куҫарнӑ пулнӑ…). «Мешок» ятлӑ сайт урлӑ пире кирлӗ кӗнекене туянма тиврӗ. Виҫӗмкун кӑна Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизан» кӗнекене тӳрлетме парасшӑнччӗ, анчах вырӑслипе танлаштарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗрешкел марри палӑрчӗ. Ҫавах та унпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑрах — 340 страницӑллӑ пулнӑран калӑпӑшӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Альберт Айзман 9 кун каялла, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, вырӑсла ҫыракан чӑваш ҫыравҫи Альберт Николаевич Айзман вилсе кайнӑ. А.Н. Айзман 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче Николай Айзман драматург ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, тайгара вӑрман каснӑ, Совет Ҫарӗнче авиатор пулса хӗсметре тӑнӑ, Шупашкарти ҫар оркестрӗнче музыкант пулнӑ, чылай хушӑ тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче слесарь, мастер, рабочи пулса ӗҫленӗ. Ун пӗрремӗш калавӗ 1970 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра пичетленнӗ. Тата темиҫе ҫултан «Дружба» альманахра «Чёрная звезда» приключениллӗ повеҫӗ тухнӑ. Унӑн «Перламутровые волны» (2014), «И все вернется на круги своя» (2016), «Прощальный поход» (2018), «Двое из богемы» (2021) калавсемпе повӗҫсен пуххисем вулакансем патне ҫитнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне автор хӑй укҫи-тенкипе пичетлесе каларнӑ, "Прощальный поход" вара Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑртан пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемчченхи Шупашкар пурнӑҫне витӗмлӗн уҫса панӑ, ҫын чун-чӗри мӗнле сӑлтавсене пула улшӑнса пынине сӑнланӑ. |
Культура
![]() Twitter сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнине, унта чӑвашла ҫыракансем хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ирттерет. Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ. «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100,0 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Степанов текех директор мар ӗнтӗ. Скриншота cit.cap.ru сайта ӗнер кӑнтӑрла иртсен тунӑ Чӑваш Енӗн «Информаци технологийӗсен центрӗ» автономи учрежденийӗн директорне ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 29-иӗшӗнче кӑларнӑ. Асӑннӑ организацире пуҫлӑх пулса Михаил Степанов тӑрӑшнӑ. Михаил Владимировича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Директора ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Информаци технологийӗсен центрӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пулманни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтерер: вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулӗ. Алексей Ладыков ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Нумайӑшӗ Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗшӗн Андрей Петровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла майапа вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Президент пепкелӗх центрӗ тунӑ сӑн Шупашкарта 3 уйӑх каялла 600 грамм таякан хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Мария ят хунӑ. Пӗчӗкскер 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ хӑйне япӑх туйнӑран ӑна кесарево тунӑ. Кӑшт каярах хӗрарӑма киле янӑ, ачана вара тухтӑрсем пӑхнӑ, вӑй илме пулӑшнӑ. Хӗрача малтан ача ҫуратмалли пӗр ҫуртра выртнӑ. 1,5 уйӑхран ӑна Президент пепкелӗх центрне куҫарнӑ. Унта вара амӑшне те пӗрле вырттарнӑ. Ача ӳт хушма тытӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӑл 2400 грамм тайнӑ. Ҫак кунсенче Марийӑна киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ. Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росгварди тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын артиллери снарячӗ тупнӑ. Вырӑна взрывотехниксем килсе ӑна тӗрӗсленӗ. Снаряда ОМОН ӗҫченӗсем ҫак районтах тӗп тунӑ. Тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 125-миллиметрлӑ снаряд танк туппин пулнӑ. Ӑна 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче туса кӑларнӑ. Ҫар припасне сирпӗнесрен хӳтӗлекен контейнерта Росгвардин пемелли ҫар вырӑнне илсе тухнӑ, ӑна хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнса тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 700-let.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакан Любовь Горская «Ҫурт-йӗр лотерейинче» виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер выляса илни пирки пӗлнӗ. Вӑл 3 миллион тенкӗ тӑрать. «Унччен ҫур ҫул лотерейӑна хутшӑнмарӑм. Киоска килсен сутуҫӑсем эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт пулманни пирки кӑсӑкланчӗҫ. Эпӗ вӗсене хальхинче пысӑк парне патне килнине каларӑм», - аса илнӗ хӗрарӑм. Ун чухне вӑл 1 билет ҫеҫ туяннӑ. Анчах эфира хӑй курман, билета тепӗр кун тӗрӗсленӗ. Хӗрарӑм хваттер вырӑнне укҫа илессине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна ывӑлне парӗ. Любовь малтан хими предприятийӗнче ӗҫленӗ, училищӗре вӗрентнӗ. Халӗ вӑл дачӑра канать, мӑнукӗсен ачисене пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |