Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче иртсе ҫӳрекен ҫынсен, ахӑртнех, сехри хӑпнӑ. Ара, унта чӳречерен ҫамрӑк тухнӑ та стенаран мӑкӑрӑлса тӑракан вырӑнта тӑнӑ. Ку улттӑмӗш хут ҫӳллӗшӗнчен пулса иртнӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем килнӗ. Вӗсем пусмапа усӑ курса ун патне хӑпарнӑ. Пушарнӑйсем ҫамрӑка каялла хваттере чӳречерен кӗме пулӑшнӑ. Мӗн тӗллевпе тухнӑ вӑл унта? Паллӑ мар. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() avtorinok.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗ валли машинӑсем туянасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Администраци валли ултӑ «Тойота Камри» машина кирлӗ. Аукционри малтанхи хак – 12 миллион та 829 пин те 800 тенкӗ. Апла пӗр машина 2,1 миллион тенке кайса ларӗ. Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан машинӑсене 7 кунра илсе килмелле. Вӗсене Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлне илсе ҫитермелле. Унччен унта Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ. Халӗ вӑл – Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен служба. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри икӗ спортсмен Токио хулинче иртекен Олимп вӑййисене кайӗҫ. Вӗсем - Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем. Командӑра – ултӑ ҫын: 3 хӗрарӑм тата 3 арҫын. Валентина Родионенко тренер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр спортсменӑн сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӑлтӑк сиксе тухсан ҫеҫ улшӑнусем пулма пултарӗҫ. Палӑртмалла: Новосибирск хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Кубокӗ вӗҫленнӗ. Владислав Поляшовпа Елена Герасимова унта лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ, ҫавӑнпа вӗсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Токиора Олимп вӑййисем пӗлтӗр иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна кӑҫала куҫарнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫланса ҫурлан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров та ҫитсе курнӑ. Ӑна унта хисеплӗ ят панӑ. Николай Васильевич Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакна ӑна районӑн социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ. Палӑртмалла: Николай Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял ҫук ӗнтӗ, ӑна «Химпрома» тунӑ чухне пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫанталӑк шӑрӑх тӑнипе, ҫавна май пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑя кӗнӗ. Ҫавна май пушара хирӗҫ режимӑн 4-мӗш тата 5-мӗш класӗ пулсан ҫынсен вӑрмана кӗме ирӗк ҫук. Асӑрханӑр: ҫанталӑк шӑрӑх тӑрсан пушар тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьелте Ми-2 вертолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Сӑмах май, унашкал вертолета ултӑ ҫул каялла Шӑнкӑртам ялӗнче вырнаҫтарнӑ. Патӑрьелти вертолета РФ Паттӑрне Николай Гаврилов тӑрӑшнипе лартнӑ. Палӑртмалла: Ми-2 вертолет – Совет Союзӗнчи техника. Ӑна М.Л.Миля 1960-мӗш ҫулсенче шухӑшласа кӑларнӑ. Производство пӗтиччен, 1992 ҫулччен, пӗтӗмпе 5400 вертолет туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумне Александр Граблюка ӗҫрен кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ пулма ӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Асӑннӑ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑччӗ. 2018 ҫулта Юрий Акиньшин полпреда ӗҫрен кӑларсан ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха Александр Граблюк пурнӑҫланӑччӗ. Паян, ав, вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ. Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта. Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать. |
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, чӑваш Ҫимӗкӗ умӗн, Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗ ҫумӗнчи пӗве патӗнче, ӗлӗк ҫӑва (масар) пулнӑ вырӑнта несӗлӗмӗрсене хисеп туса юпа лартнӑ. Ӑна Ҫыр Чаллинче пурӑнакан Кивӗ Саврӑш ҫынни Владимир Чураков ертсе пынипе вырнаҫтарнӑ. Микулай Павловский Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Юпана лартас мухтавлӑ ӗҫе Ҫӗмӗртлӗ ҫыннисем те хутшӑннӑ». Микулай Павловский Владимир Чуракова, чӑваш чунлӑ ытти хастара «ҫак пархатарлӑ, чыслӑ ӗҫе» пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, «ҫӳлти Турӑ вӗсене тата та сывлӑх, ырлӑх патӑр!» — тесе суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.