Экономика
![]() Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ. Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ. Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ. Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() pnp.ru сайтри сӑн 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 100 балл пухма пултарнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, географипе 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Юлашки 5 ҫулта литературӑпа ун чухлӗ балл илекенсем пулман. Кӑҫал иккӗн чи нумай балл пухнӑ. Химие тӑватӑ ҫын 100 баллӑх тытнаа. Сӑмах май, республикӑра 3 ҫамрӑка экзаменран кӑларса янӑ: вӗсем шпаргалкӑпа тата телефонпа усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра нумай хутлӑ ҫуртран ача ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ача Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамра 85-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Инкек пирки васкавлӑ медпулӑшӑва 16 сехет те 3 минутра пӗлтернӗ. Тухтӑрсем 7 минутран ҫитнӗ. Ачана Шупашкара илсе ҫитернӗ. Шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиникине вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫарӑвне «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) @og21gcheb порталта халӑхпа сӳтсе явассине тахҫанах йӑлана кӗртрӗ. Халӗ вӑл тепӗр пуҫару пирки ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланать. Транспорт чарӑнӑва хӑҫан ҫитессине пӗлме ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Чарӑнури ятарлӑ хыпарлавҫӑ пулӑшнипе пӗр-пӗр вокзалтан е хулари паллӑ вырӑнтан тепӗр ҫӗре епле каймаллине те пӗлме май килӗ. Сасӑ хыпарлавҫи вырӑсла тата акӑлачанла (шел, вӑл чӑвашла пуплемест) калаҫать. Тӗрӗслев мелӗпе ҫӗнӗлӗхе «Республика тӳремӗ» чарӑнура ӗҫлеттерсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мария Гришина Чӑваш Республикин Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен агентствине «Ертӳҫӗсен команди» конкурс финалисчӗ ертсе пыма тытӑнӗ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнакан учреждение Мария Гришина ертсе пырӗ. Вӑл наци туризмӗн брендне аталантарас тата халӑхра сарас енӗпе тӑрӑшӗ. Мария Гришина тата унсӑр пуҫне тепӗр тӑватӑ ҫын пӗлтӗр эпир маларах каланӑ конкурсра финала тухнӑ. Финалистсене ертӳҫӗ пулмалли кандидатсен резервне кӗртеҫҫӗ. Маларах Мария Гришина «Кванториум» технопарк ертӳҫинче ӗҫленӗ. Ӑслӑлӑхпа педагогика, промышленноҫпа инноваци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ программӑсене, индустри паркне йӗркелессипе тимленӗ. «Кванториум» технопаркӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене Анна Скворцова (вӑл – директор ҫумӗ) пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Вӑрнар районӗнчи пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 20 сехет те 30 минутра Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗнче алхасма тытӑннӑ. Унта чукун ҫулпа пыракан пуйӑс (вӑл юсав составӗ пулнӑ) хыпса илнӗ. Пуйӑс ҫинче чукун ҫул рельсӗ айне хуракан пӑрӑссем пулнӑ. Пурӗ 100 штук шпала. Ӗнер 22 сехетре Канаш районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче уйрӑм ҫын ҫурчӗпе хуралтисем ҫуннӑ. Паян ирхи 4 сехет те 30 минутра Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи склад ҫунма тытӑннӑ. Ҫав ҫуртран виҫӗ газ баллонӗ илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе паян ҫулталӑк ҫитрӗ. 59 ҫулта вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупрӗ. Яштака та ҫӳллӗ, хура, хитре ҫынччӗ вӑл. Спортпа туслӑскерччӗ тата. Анчах вилӗм никама та тиркесе-суйласа тӑмасть ҫав. Вӑйпитти те пурӑнмалли ҫыннӑн пурнӑҫӗ пӗлтӗр татӑлчӗ. Михаил Игнатьев чылай вӑхӑт чиртен сипленчӗ. Амак пӗр ҫулӑхсан уйрӑласшӑн мар-тӑр ав... «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Михаил Игнатьевӑн вил тӑпри ҫинче (ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пытарнӑ) хурлӑхлӑ митинг иртмелле тата палӑк уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсенче халӑха ҫӑва ҫине турттаракан общество транспорчӗ ятарлӑ графикпа ӗҫлӗ. Муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрутпа (вӑл вокзал ҫумӗнчи «Цветы» (чӑв. Чечексем) лавкка патӗнчен ҫула тухать) – Явӑш (хула масарӗ)» ҫӳрекен автобуссен йышне 20 единицӑна ҫитерӗҫ. Вӑл маршрутпа автобуссем ирхи 6 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗҫ. 30-мӗш номерлӗ автобусӑн ҫулне вӑхӑтлӑха ылмаштарӗҫ. Вӑл Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи вокзал умӗнчи лапамран Явӑш ялӗ патӗнчи ҫӑва патне кайӗ. Ку маршрутпа 28 автобусран кая мар ҫӳрӗ. 30-мӗш маршрутпа 10 автобус унчченхилле ҫулпах ҫӳрӗ. Вӑрнар шосси хӗрринче вырнаҫнӑ масар патне 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 8 автобус турттарӗ. Заовражнӑй урамри ҫӑва патне 52-мӗш маршрутпа кайма май килӗ. Муниципалитетсем хушшинчи 331-мӗш «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут Карачурана ҫити ҫӳрӗ. Лини ҫинче 20 единица транспорт пулӗ. Шӑматкунпа вырсарникун 5:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен Улатӑр шоссине Г. Айги урамӗнчен тытӑнса Карачура патӗнчи чукун ҫул каҫҫи таран хупласа хурӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ 88-мӗш сезона «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакльпе хупнӑ. Спектакль умӗн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — медальпе — чысланӑ. «Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе тата асӑнмалӑх парнепе Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсене Валентина Суриковӑна, Лидия Назаровӑна тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Раиса Поляковӑна чысланӑ. Союз йышне кӗнӗ ҫамрӑк артистсене: Дмитрий Михайлова тата Надежда Полячихина-Сергеевӑна — пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен удостоверенисем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта (директорӗ — Ирина Гаврилова) Виктор Чугаров режиссёрӑн «Чӑваш чӗлхи» фильмне кӑтартнӑ. Аса илтерер: Виктор Чугаровӑн ӗҫне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ. Режиссёр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ӳкерме Чӑрӑшкассинчи шкулта пуҫланӑ. Унта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна юратма Алина Николаева чунтан тӑрӑшса чылай ҫул вӗрентет. Ачасем фильмпа кӑсӑкланса паллашнӑ, Виктор Чугаров ыйтӑвӗсене тупӑшса тенӗ пек хуравланӑ. Режиссёра шкул дирекцийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |