Хулара
![]() Фейсбукри Тимӗр Тяпкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Республикӑмӑрӑн тӗп хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫӑннине хула ҫыннисемпе хӑнисем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш хастарӗ Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра хӗле хирӗҫ тухья хӑйӗн вырӑнне» таврӑннӑ. Аса илтерер: асӑннӑ кӳлепене пӗлтӗр пуҫласа вырнаҫтарнӑччӗ. Кайран хулана ҫуркунне валли хатӗрленӗ май тухьяна кӳлмекрен илсе кайнччӗ. Халӗ, ав, вӑл каллех хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ. Ун патне пырса хула ҫыннисемпе хӑнисем сӑн ӳкерӗнейӗҫ. Тухья аякран килнӗ ҫынсене те хӑй патне илӗртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |