Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн премине кӑҫал кам тивӗҫни паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.10.2021 12:11 | 1617 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Алексей Енейкинпа Антонина Андреева
Алексей Енейкинпа Антонина Андреева

Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2021 ҫулта Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие кама парассине палӑртнӑ. Вӗсем — «Чӑваш Ен» Патшалах телерадиокомпанийӗн телевиденипе радиовещани информаци программисен службин корреспонденчӗ Енейкин Алексей Николаевич тата Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи Андреева Антонина Васильевна.

Алексей Николаевича премие «Чӑвашкино» Патшалах киностудийӗпе пӗрле режиссер-сценарист пулса «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильм ӳкернӗшӗн панӑ, Антонина Васильевӑна вара — Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи пулса нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн. Фонд шухӑшӗпе вӗсем иккӗшӗ те Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчес, ӑна халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑ.

Алейсей Енейкин — Елчӗк тӑрӑхӗнчен. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче илнӗ, 2011 ҫултанпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанин корреспонденчӗ пулса ӗҫлет.

Антонина Андреева — Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2003 ҫултанпа Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вӑй хурать.

#Ҫеҫпӗл Мишши, #премисем, #Шупашкар, #Елчӗк районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.10.21 12:37
Саламлатӑп!!! Эсир иксӗр те тивӗҫлӗ ку чыса!
Иксӗр те питӗ маттур, иксӗр те - чӑн-чӑн чӑваш!
Премине- чаплӑ дипломсемпе, тулли конвертсемпе тата ылтӑн медальсемпе пӗрле - Ҫеҫпӗлӗмӗр ҫуралнӑ кун Наци библиотекинче паратпӑр.
Чыс та мухтав Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗсене!
Валери ТУРКАЙ
Куракан // 8675.1.2931
2021.10.21 20:11
Ҫеҫпӗл ҫинчен ӳкернине суя кино тенине илтнӗччӗ.Ҫавӑншӑн та преми параҫҫӗ-ши вара?
Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.10.22 12:10
"Ҫеҫпӗл ҫинчен ӳкернине суя кино тенине илтнӗччӗ".
Эс ан илт, эс КУР, вара сӳпӗлтетсе лар карчӑку ҫумӗнче!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем