Хулара
![]() Шупашкар хулинче Сарпи ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулин Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГСӗнче шута илнӗ. Сарпи ятлӑ хӗрача Дениспа Илемпин ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк ҫемье йышӗ ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хушӑннӑ. ЗАГС ӗҫченӗсене ҫамрӑк мӑшӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, пепкен ятне арӑмӗпе упӑшки пӗрле канашласа татса панӑ. Ят хитре та янӑравлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Тата ятне кура шӑпи тесе те калаҫҫӗ. Сайра тӗл пулакан, чӑн чӑвашла ят хунӑ ҫемьери ачана ЗАГС ӗҫченӗсем ырлӑхпа-сывлӑх, ҫемьере килӗштерсе пурӑнма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |