Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхепе уса курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Кун пек шухӑша пӗрре мар ӗнте каланӑ. Яваплӑ чиновниксем те илткеленӗ пулӗ,анчах та халлӗхе ку енпе ӗҫлени сисӗнмеҫ. Тен ытла шӑппӑн,е сахалтарах ҫын кун пирки каланӑ ? Нимех те мар,тепӗр хут та кун пирки ыйтса тата чӗнсе калӑпӑр. Ҫуккине хӑнӑхнӑран пулӗ ыйтаканӗ сахалтарах пулмалла. Ун пек ача сачӗсем пулма пултарассине те ӗнентерме ҫук теприсене. Пулман ун пекки Шупашкарта ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче тума тапраннӑ теҫҫӗ,кайран таҫтан чарнӑ пулмалла? Конституци енчен илсен пулмалла темелле,анчах та пирӗн Шупашкарта "чӑваш чӗлхипе ӳстермеллисем" ҫук? Хусантах тутар чӗлхипе усӑ курса ӳстермеллисем чылай , майсене,Конституципе килӗшӳллӗн туса панӑ пулать. Шупашкарта тата мӗне пула чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса параймаҫҫӗ ? Ҫулталӑкне темиҫе сехет,е Чӗлхе Кунӗ пирки мероприятисем ирттерни ытларах ятне туни пулнине ӑнланатӑр пулӗ? Шупашкарта чӑваш ачисем пурӑнни пирки манмалла мар . Вӗсене тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса памаллах. Ҫавӑнпах сире чӗнсе каласшӑн. Чӗлхене сыхласа хӑварасси паян ытларх хуласенчен килет. Малтан шухӑш,сӑмах пултӑр. Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла тесе ӳркенмесӗрех, кашнинчех ҫырӑр,калӑр тата ӗнентерӗр. Темле ыйту пирки калаҫу пулсан та ,хушса калӑр ҫав сӑмахсене. Пӗрле пулсан ҫӗнтерӗпӗр, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем йӗркелесе ярасси пур чӑвашсемшӗн ниме пултӑр. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |