Культура
![]() Шупашкар хулинчи 75-мӗш ача пахчинчи дежурство ушкӑнне ҫӳрекен ачасем лармана пухӑннӑ. Ку мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӗрачасене воспитательсем тӑван республикӑмӑр культурипе паллаштарнӑ, унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ. Лармана пӗчӗкскерсем чӑваш тумне тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Пӗрин тумӗ тепринчен хитререх, чӑвашла тумланнӑ пӗр ача тепринчен чипертерех. Аслӑ тусӗсем ертсе пынисем вӗсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ача пахчисем ӗҫлеме пуҫламан-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 319 дежурство ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсене 3550 ача ҫӳрет. Дежурство ушкӑнӗсене хуласенче тата пысӑк район центрӗсенче ӗҫлеттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |