Шӑмӑршӑ районне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене парнеленӗ. Кун пирки «Хресчен сасси» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ МИХра Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе — социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫипе Александр Чамеевпа интерью пичетленнӗ.
«Шӑмӑршӑ районӗ пӗчӗк пулсан та пирӗн тӑрӑхран паллӑ ҫын — артистсем, драматургсем, республикӑра культура ӗҫне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнӑ. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр. Вӗсем хӑйсем те тӑван ене манӑҫа кӑлармаҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Сергей Кувшинов Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене района парнелеме пултарчӗ. Ӑна, паллах, ку енӗпе ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев нумай пулӑшрӗ», — каласа кӑтартнӑ Геннадий Максимов журналиста Александр Чамеев.