Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ. Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ. Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Ҫав кун Правительство ҫуртӗнчи чыслава 19 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче тӗрл сферӑра тӑрӑшакансем пур. Тӗслӗхрен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева Хисеп орденне тивӗҫнӗ. Ҫав наградӑпа ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин хисеп тума йышӑннӑ. Нина Яковлева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки. «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне — илемлӗх ертӳҫине Морис Яклашкина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, Республика кунӗнче, Шупашкара шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ тата сарӑ шарсемпе капӑрлатнӑскере тӳре-шара тата хула ҫыннисем кӗтсе илнӗ. Карап Шупашкартан Хусана ҫӳреме тытӑнӗ. Анчах, «Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, халех мар, кӑшт каярах. Регламентпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пӗр уйӑхран кая мар иртӗ. «Валдай» хальлӗхе Шупашкарти юханшыв порчӗн причалӗсенчен пӗринче ларӗ. Каярахпа караппа туристсене Хусана турттарма тытӑнӗҫ. Ҫул укҫи 800 тенкӗ пулӗ. Хусана карап 3 сехетре илсе ҫитерӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка хулисенче малтанласа вӑл чарӑнмӗ, мӗншӗн тесен унта причалсене хатӗрлесе ҫитермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Столото" сӑнӳкерчӗкӗ Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрекен арҫын лотерейӑра укҫа выляса илнӗ. Кун пирки «Столото» пӗлтерет. Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Шевнин виҫӗ ҫул ӗнтӗ лотерея вылять. Билет туяннӑ чухне яланах ӑна ӑнасса шанать. Хальхинче ӑнӑҫу чӑнах та ун енче пулнӑ. Вӑл лотерейӑра 706 пин те 577 тенкӗ выляса илнӗ. Дмитрий укҫа выляса илнине пӗлсен питӗ тӗлӗнне, ҫав вӑхӑтрах савӑннӑ. Ара, вӑл ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт. Дмитрий ку укҫа-тенке хваттер тяннӑ ҫӗре ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти тӗп пляжра каллех ҫын путса вилнӗ. Хальхинче – ҫамрӑк арҫын. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, путса вилнӗ. Унӑн виллине 18 сехет те 40 минутра ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Аса илтерер: ҫак кунсенче унта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пляжра вӑл амӑшӗпе тата аппӑшӗпе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Пирӗн ҫӗршывра, апла пулсан, Чӑваш Енре те ҫурт-йӗр хакӗ кӑҫал каллех ӳсӗ. Ҫакӑ тара пама хваттер туянакансен йышӗ ӳснипе тата строительство материалӗсен хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Наци кредит рейтингӗн агентстви пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ ҫӑлтава пула кредитӑн вӑтам виҫи хӑпарса пырать, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчипе танлаштарсан кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑр тӗлӗнче 29 процент ӳснӗ (Тӗп банк пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,9 миллион тенке ҫитнӗ). Тишкерӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, банксен вӑтам ставки 8 процентран пуҫласа 9 процент таран хӑпарӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа чи пысӑк ставки виҫи 6,5 процентран 7 процента ҫитет. Тепӗр тӗп ҫӗнӗлӗх — ҫӑмӑллӑхлӑ программӑн чи пысӑк виҫи ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче 3 миллион тенкӗпе танлашасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шывра кӑшӑлвирус пурӑнмасть. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ «Российская газета» хаҫата Вирус инфекцийӗсен Екатеринбургри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертӳҫи, биологи ӑслӑлӑхсен докторӗ Александр Семёнов. Асӑннӑ учреждени Роспотребнадзорӑн «Вектор» вирусологипе биотехнологин патшалӑх центрӗн шутланать. Александр Семенов каланӑ тӑрӑх, вирус — белок молекулинчен тӑракан кӑткӑс тытӑм. Ӑна упранса юлма изотони растворӗ кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, шыв тӑварлӑхӗ физиологи растворне ҫывӑх пулмалла. Тинӗс шывӗ те унашкал мар. «Ахаль шывра ун пекки ҫук. Унсӑр пуҫне шывра кислород пур. Ҫавна май унта кӑшӑлвирус инфекцийӗ пурӑнаймасть», — уҫӑмлатнӑ Роспотребнадзорӑн Эпидемиологин тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн Млоекулярлӑ диагности центрӗн ертсе пыракан эксперчӗ Михаил Лебедев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель топоним словарӗ кӑларнӑ. Сӑмах хулари 38-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов ҫинчен пырать. Чӑваш Енӗн топоними словарьне Республика кунӗ тӗлне пичетлесе кӑларнӑ. Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Ҫӗнӗ кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатран тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ. Кӗнекен тӗп никӗсӗнче — ачасемпе вӗрентекен чылай ҫул хушши туса ирттернӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев экспедицийӗсенче пухнӑ пуян материалсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Республикӑри патшалӑх органӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен служба «Тойота камри» машинӑсем илме палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ туянмӗҫ, кун пирки хушу та кӑларнӑ. Аса илтерер: унччен Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ вӑл. Халӗ ятне улӑштарнӑ. База 12,8 миллион тенкӗлӗх 6 «Тойота камри» туянасси пирки пӗлтернӗ, аукцион ирттерме палӑртнӑ. Кашни машина 2,1 миллион тенке кайса лармаллаччӗ. База машинӑсем туянмӗ, эппин, аукцион та иртмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vkirove.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран стационарта тата килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ ӳссе пырать. Паянхи кун тӗлне пульницӑсенче 792 ҫын сипленет. Ҫӗртмен 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра 26900 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24596-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсен йышӗ те кашни кунах ӳссе пырать. Ку хисеп паянхи кун тӗлне 1512 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 4 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленӗ, сывлакансем 49-ӑн пулнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 18-мӗш ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |