Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра Элӗк районӗнчи Юманлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта «Ладӑпа» КамАЗ ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑн водителӗ тата пассажирӗ, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ. Водитель 39 ҫулта пулнӑ, пассажир – 35-ре. Вӗсем авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. Иккӗшӗ те Ҫӗмӗрле районӗнчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тутарстанри ҫамрӑк амӑшӗ Чӑваш Енре 5 пин тенкӗлӗх суя 11 укҫа вырнаҫтарнӑ. Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑри банксене суя укҫа пулни пирки хыпарсем ҫитнӗ. Пурте – 5 пин тенкӗллӗххисем, серийӗ те пӗрешкел. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра пурӑнакан 21 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ. Хӑй вӑл – Киров облаҫӗнчен. Вӑл 4 уйӑхри ачине пулницӑра хӑварса пирӗн республикӑна килнӗ, суя укҫасене вырнаҫтарнӑ. Полицейскисене ҫапла каласа кӑтартнӑ: тавара ытларах пӗчӗк лавккасенче туяннӑ. Пысӑк мар япаласем суйланӑ: кушака ҫитермелли апат, пирус, канфет, апат-ҫимӗҫ… Анчах хӑш-пӗр лавккара кассирсем укҫа суя пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗрпӳре 3 ҫулти арҫын ача 5-мӗш хутран ӳкнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 8 сехет те 40 минутра арҫын ачана килте 5-ри тата 12 ҫулти аппӑшӗсем пӑхнӑ, аслисем пулман. Вӑл тӗпелте чӳрече ҫине хӑпарса кайнӑ та аялалла ӳкнӗ. Арҫын ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхине вилнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та кун пек пӑтӑрмах пулнӑ. 2 ҫулти арҫын ача 4-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Халӗ ӑна пульницӑра тухтӑрсем май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "На связи" сайтри сӑн Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 97 койка ҫеҫ пушӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче 13 пульницӑра чирлисем валли 1497 койка хатӗрленӗ. Аса илтерер: ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Хулари 2-мӗш пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкар районӗн пульници те халӗ кӑшӑлвируслисене йышӑнать. Ӗнерхи кун тӗлне стационарта 1400 ҫын сипленнӗ. 363 ҫын хӑйне йывӑр туять. 18 пациент ИВЛпа сывлать. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Сӗрпӳ, Вӑрнар районӗн тӗп пульницисем, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме хатӗр. Вӗсенче 570 койка хатӗрлӗҫ, 18 реанимаци койки пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра пӗр эрне ӗнтӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе сывлӑш температури 30 градусран ытларах ӑшӑнать. Ҫак тапхӑрта 21 ҫын шӑрӑхпа анранӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Тепӗр 7 ҫын, вӗсен йышӗнче ачасем те пур, хӗвел ҫинче хӗрсе кайнӑран тӑн ҫухатнӑ. Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайрӗ тӗк ӑна сулхӑн вырӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле. Тӑнне ҫухатсан аяк ҫине вырттармалла – капла вӑл хӑсӑкӗпе чыхӑнса каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта икӗ ачана машина ҫапса хӑварнӑ. «Киа Рио» водителӗ, 26 ҫулти арҫын, 8-ти тата 14 ҫулти хӗрачасем ҫине кӗрсе кайнӑ. Лешсем ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачасен сывлӑхӗ самаях сиенленнӗ. Тӑнсӑр пулнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Чӑваш Енӗн Адвокатсен палатин ваккачӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасене таптаса кайнӑ чухне вӑл урӑ пулнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫав вӑхӑтра телефонпа калӑҫнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() apn-nn.com сайтри сӑн Шӑрӑх ҫанталӑка та чӑтма йывӑр. Хӑҫан кӑштах уҫӑлтарӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енре питӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӗвел ҫине ытлах тухма сӗнмеҫҫӗ. Ытларикун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сывлӑш 35-37 градус таран ӑшӑнӗ. Кун хыҫҫӑн тин республикӑра кӑштах уҫӑлтарма тытӑнӗ, ҫумӑр та ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче 20-25 грудас ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gtn.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Евгений Еландаева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Гостехнадзор ертӳҫин пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен ведомствӑна каллех Владимир Димитриев ертсе пырать. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ тата ӗҫленӗ ҫав ҫын 2016 ҫулта Гостехнадзор пуҫлӑхӗнче 13,5 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Шупашкар район администрацийӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн полномочийӗ вӗҫленчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енри патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, учительсене, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчи педагогсене, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене кашнине тенӗ пекех кӑшӑлвирусран прививка тӑвасшӑн. Бизнеса та «хӗсӗҫ»: суту-илӳре, общество апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене, йӑла ыйтӑвне тивӗҫтерекенсене е пурне те вакцинаци витӗр кӑлармалла, е ӗҫре тӗрлӗ чару пулӗ. Ертӳҫӗсен хӑйсене укол тутарнине ӳкерсе илмелле, ҫавна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсем урлӑ ыттисене паллаштармалла. Унта Алла Салаева, Сергей Артамонов, Дмитрий Краснов вице-премьерсем, цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков вӑл енӗпе отчёт тунӑ та темелле. Ҫак тата ытти ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑрланса пырать, чирлекенсен шучӗ ӳсме тытӑннӑ. «Короновирусӑн штамӗсем вӑй илнӗ май амак чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Республикӑра
Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те! Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ! Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла? Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |